Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление заместителя Председателя Госсовета Чувашии – председателя Комитета Госсовета Чувашии по государственному строительству, местному самоуправлению, регламенту и депутатской этике А. И. Федотова с наступающим Новым годом и Рождеством

11:15 28 декабря 2017 г.

Муркаш районĕн çыннисем! Хаклă ентешĕмĕрсем! 

Сире Çĕнĕ 2018 çул тата çывхарса килекен раштав уявĕпе чун-чĕререн тухакан ăшă туйăмсемпе саламлатăп.

2017 çулта Чăваш Республикинче нумай ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Çакăнта Муркашсен тÿпи те сахал мар. Пирĕнтен кашниех хамăрăн умма лартнă тĕллевсене пурнăçлас тесе вăй хучĕ. Тăрăшни сая каймарĕ.

Эпир, Муркашсем, республикăра кăна мар, çĕршыв шайĕнче те çитĕнÿсем тума пултартăмăр. Раççей шайĕнче обществăлла финанссемпе тĕрĕс усă курассипе палăртăмăр: 2 вырăна тухрăмăр. Инвестиципе усă курассипе, республикăра 2 вырăн йышăнса, республика Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илме пултартăмăр. Муркаш шкулĕ Раççейри чи лайăх 300 ялти шкулсен йышне кĕчĕ. Район сăн-сăпатне улăштарассипе, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе сахал мар ĕçсем турăмăр. Хамăрă тунă çитĕнçсем çинчен татах та калама пулать.

2018 çулта та аталану çулĕпе çирĕппĕн малаллах кайăпăр. Мĕн палăртнине пурнăçлама пирĕн пурин те кăмăл та пултăр, вăй-хал та çиттĕр.

Çитес 2018 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ пулать. Унта пурте активлă хутшăнăпăр. Пирĕн пурин те çав кун çĕршывшăн çак пысăк пĕлтерĕшлĕ утăма шухăшласа тата тĕрĕс тăвасчĕ.  Хамăрăн çутă малашлăха суйласа илесчĕ.

Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ те вăрăм кунçул сунатăп. Çĕнĕ çул телейлĕ пултăр.

 

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - комитет пуçлăхĕ                                 А.И.Федотов

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика