14:59 08 июня 2017 г.
Хисеплĕ Ентешсем! Ял ĕçченĕсем!
Çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн районта «Акатуй» иртересси ырă йăлана кĕчĕ. Паян вăл 64-мĕш хут иртет. Кăçал ăна эпир Раççейри Экологи çулталăкне тата Чăваш Республикинчи Ача амăшĕпе Ача ашшĕн çулталăкне халаллатпăр. Пурне те сире районти «Акатуй» уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.
Пирĕнтен кашниех çемьере ĕçе юратма, ĕçлеме хăнăхса, тăван тавралăха упрама вĕренсе ÿснĕ. Кăçал та эсир хăвăр умри тивĕçе пысăк яваплăхпа, тăрăшса пурнăçларăр. Çавăнпах ĕнтĕ çуракине йĕркеллĕ ирттертĕмĕр, ку енĕпе палăртнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçларăмăр. Çуракинче вăй хунă кашни рядовой ĕçчене, водительпе механизатора, ял хуçалăх специалистне, ял хуçалăх предрияти тата хресчен (фермер) хуçалăх ертÿçине çакăншăн чĕререн тав тăватпăр. Тавах сире тăван çĕр çинче тăван района малалла аталантарассишĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн.
Халĕ умра тепĕр тĕллев - акса-лартса хăварнă ял хуçалăх культурисене тухăçлă çитĕнтересси, выльăх апатне çителĕклĕ таран хатĕрлесе хăварасси, экологи тĕлĕшĕнчен таса ял хуçалăх продукцине туса илесси.
Эсир малашне те хăвăр ĕçе юратса пурнăçласса шанатпăр. Пурсăра та çирĕп сывлăх, телей, вăрăм кунçул сунатпăр. Хăвăр пурнăçлакан ĕç сире яланах савăнăç кÿтĕр. Ĕçĕсем яланах ăнса пыччăр. Çемьере юратупа килĕшÿ хуçалантăр.
Район пуçлăхĕ – депутатсен районти
Пухăвĕн председателĕ И.В. Николаев.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Н. Тимофеев.
Моргаушский район Чувашской Республики