Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Муркаш районĕнче «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» регионсем хушшинчи конкурс иртрĕ: «чăваш тумĕнче - анне ăшши, анне юратăвĕ»

18:37 11 марта 2017 г.

«Районти тури чăвашсен музейĕнчи чăваш тумĕн залĕнче паян чăваш тумĕн конкурсĕ иртни çак зал хăйĕн пĕлтерĕшне тÿрре кăларнине кăтартса парать. Çавăн пекех паянхи уяв Муркаш районĕнче пурăнакансем хăйсен йăли- йĕркине малалла йăхран йăха куçса пытăр тесе тимлени, вĕсем хăйсем ашшĕ-амăшĕ. аслашшĕ-асламăшĕ вĕрентнине асра тытса пурăнни çинчен те калать»,  - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Л.Ю. Тарасова ĕнер тури чăвашсен музейĕнче.

Кунта «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» регионсем хушшинчи конкурсăн районти тапхăрĕ иртрĕ.  Кунта чăваш тумĕсен, элеменчĕсемпе эрешĕсен конкурсне те йĕркеленĕ.

Лилия Юрьевна çавăн пекех  çак конкурс çитес çулсенче ял тăрăхĕсенче иртсен вырăнлă пуласси  çинчен те каларĕ.

 Çакна палăртмалла. Регионсем хушшинчи «Чăваш тумĕ – халăх пуянлăхĕ» конкурса  ЧНКри йĕркелÿ комитечĕ туса пырать.  Ăмăртун тӗп тӗллевӗ — чӑваш ҫи-пуҫне, ĕлĕкхи чăваш тумĕсем упраса хăварнă çынсене ытларах тупса палăртасси. халӑхӑн иксӗлми йӑли-йӗркине ҫухатмасӑр малалла аталантарасси.

Пирĕн района ҫи-пуç,  тӗрӗ ӑсти, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Воронова ертсе пыракан сумлă жюри килчĕ.

Зинаида Ивановна хăйĕн сăмахĕнче çакна палртрĕ. Жюри чăваш тумне 5 номнаципе хак парать.  Вĕсем çаксем: «Йăлана кĕнĕ чăваш тумĕ», «Наци костюмĕн элеменчĕ», «Наци костюмĕн эрешĕсем», «Автор пуххи» (3 тумран ытларах пулсан) тата «Паянхи чăваш тумĕ».

ЧНК вице-президенчĕ Н.П. Петрова хăйĕн сăмахĕнче Муркашсем чăваш халăх-йăлине упрассине, малалла аталантарассине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Малашне те ку ĕçре ăнăçу сунчĕ.

Конкурс, чăннипех те, питĕ интереслĕ иртрĕ. Уйрăммăн хутшăнакансем 15ĕн пулчĕç. Çавăн пекех Шетмĕпуç ĕнчен тата Очăкассинчен ушкăнри вуншар çын хăйсен ашшĕ-амăшĕн, несĕлĕсен чăваш тумне кăтартрĕ. Конкурса хутшăнакансем çав тумтир камăн пулнине, çав кĕпесен историйĕпе те паллаштарчĕ. Çав тумтир хушшинче 100 çул каяллахи кĕпесем те: сурпансем те пур. Амасем çинче вара 18 ĕмĕрти укçасем те пур.

Ваçкассинчи библиотека ертÿçи Татьяна Степанова хăйĕн тенкине тăхăнса 56 туя çитнĕ, 43 хăта халăхне хăналанă. Москакассинчи  86 çулхи Елена Пушкина конкурса амăшĕ(вăл 1901 çулта çуралнă) венчете тăнă, каярахпа вăл хăй те венчете тăнă чухнехи çав  кĕпепе, шупăрпа пынă.

Курма пынисем те, конкурса хутшăнакансем те чăваш тумĕ çинчен нумай кăсăклă япала пĕлчĕç. Надежда Шандимирова (Юнкă ял тăрăхĕ), Ирина Раевская (Шетмĕпуç ял тăрăхĕ), Алевтина Семенова (Чуманкасси ял тăрăхĕ), Фея Паргеева (Ярапайкасси ял тăрăхĕ), Наталья Охотникова (Хорнуй ял тăрăхĕ) тĕрлĕ номинаци çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç.

Юлашкинчен ЧНК Муркаш районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Наталья Николаева çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе асăнмалăх парнесем пачĕ. Пурне те конкурса хутшăннăшăн тав турĕ.

Уява Çурлатринчи «Çеçпĕл» ансамбль, конкурса хутшăнакансем илемлĕ юрăсемпе илем кÿчĕç.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика