Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Салам, салам юратнă шкул» - Ярапайкассинчи вăтам шкул 120 çул тултарнине халалланă уяв

09:38 14 февраля 2017 г.

Ярапайкассинчи вăтам шкул 120 çул тултарнине нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче шкулта анлă паллă турĕç. Пухăннисене Скворцова А.А. шкул директорĕ саламларĕ. Сумлă юбилей ячĕпе Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Тимофеев Р.Н. тата Муркаш район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Дипломатова З.Ю., Ярапайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Жуков Г.В. чаплă парнесемпе чысларĕç. Районти вĕрентÿ пайĕнче ĕçленĕ Колесникова Р.В. тата Борисова Г.З. шкул ĕçĕ-хĕлĕ пирки ăшă сăмахсем каларĕç. Хăнасем хушшинче вĕрентÿ пайĕн специалисчĕ Димитриева А.Ф., районти ача-пăча пултарулăх çурчĕн директорĕ Рожкова А.В., районти шкул директорĕсем Иванова Н.Л., Ершова Т.А., Кудашова Л.Н. пулчĕç. Шкулта ĕçленĕ вăхăтсене Петрова В.А. тата Потянова К.Н. тивĕçлĕ канăва тухнă учительсем кăмăллăн аса илчĕç. Уява ертсе пыракансем – çак шкулта вĕреннĕ Наталия Емельяновăпа Эльза Козлова шкул историне туллин палăртса пычĕç. 120 çул хушшинче Ярапайкассинчи вăтам шкула 11 директор ертсе пынă. Директорсен ячĕпе Кудряшов Н.В. сăмах каларĕ. Вăл хăй директорта ĕçленĕ 27 çул хушшинче шкул тĕрлĕ енлĕ аталаннине палăртрĕ. Шкултан вĕренсе тухнисем вара хăйсен вĕрентекенĕсене тав турĕç, шкул çулĕсене ăшшăн аса илчĕç, парнесемпе чыс турĕç.

Уявра Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи ал ăстисен ĕçĕсенчен хатĕрленĕ выставкăпа, шкулăн музей кĕтесĕнче упранакан паха экспонатсемпе паллашма май килчĕ. Савăнăçлă лару-тăру вĕренекенсен тата вĕрентекенсен хитре юррисемпе, ташă ушкăнне çÿрекенсен илемлĕ ташшисемпе, янкăс саслă ачасем вулакан сăвăсемпе, пултаруллă  «артистсем» лартнă инсценировкăпа пуянланчĕ. Зоя Герасимова тата Анна Андреева хăйсен уçă сассисемпе уява илемлетрĕç. Хăнасем шкул кун-çулĕпе çыхăннă буклета тата значока тивĕçрĕç. Шкул юбилейне хатĕрленнĕ чух Смирнов А.В., Никоноров А.В., Платонов В.Г., Ядыков В.П., Жуков В.В., Кондратьева Т.П., Яковлев Л.М. пысăк пулăшу кÿнĕ. Уявăн илемлĕх ертÿçи Романов В.А., ташăсене лартаканĕ Лоцманова М.А., сценари авторĕ Димитриева А.Г. пулчĕç. Юбилей каçĕ пурне те савăк кăмăл парнелерĕ.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика