Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кашни ача хÿтлĕхре пултăр

13:42 23 ноября 2016 г.

Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Владислав Ананьев, Чăваш Республикин вĕренÿ министерствин опекăпа попечительство тата ача правине хÿтĕлессипе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Лариса Осипова уçрĕç.

- Ачасем - пирĕн пуласлăх. Ачасем йĕркеллĕ çемьере кăна тĕрĕс ÿссе аталанма пултараççĕ. Анчах та тĕрлĕ сăлтава пула йывăрлăха лекнисем те çук мар. Тавах çын хуйхи-суйхине вăхăтра ăнланакансене, ачасене хÿтлĕхе илекенсене, эсир пархатарлă ĕç пурнăçлатăр. Ачасене пĕчченлĕхре хăварас марччĕ. Шел пулин те, ашшĕ-амăшĕ чĕрĕ, сывă, анчах та вĕсем ачисем тĕлĕшпе хăйсен тивĕçне пурнăçламаççĕ, çемье ăшшине, телейне упрамаççĕ. Çакăн пек йывăрлăха хирĕç пирĕн пĕрле тимлемелле, - терĕ Владислав Кириллович.

Мероприятие нумай ачаллă çемьесем, ачана усрава илнĕ çемьесем, хÿтлĕхе илнĕ çемьесем тата тимлĕхсĕр юлнă ачана хÿтлĕх пама хатĕр çемьесем, тĕрлĕ шайри специалистсем хутшăнчĕç. Çавăнпа та пĕрлехи калаçу кашниншĕн кăсăклă та вырăнлă пулчĕ.        

Республикăри опекăпа попечительство органĕсен ĕçĕ тата ача прависене хÿтĕлес, патшалăх ку енĕпе пулăшу уйăрас ыйтусем çинче Лариса Осипова чарăнчĕ. Вăл каланă тăрăх, республикăра ашшĕ-амăш тимлĕхĕсĕр юлнă ача-пăча интересĕсене хÿтĕлес, вĕсем тĕлĕшпе социаллă тимлĕх уйăрас, социаллă тăлăхлăха асăрхаттарас енĕпе патшалăх шайĕнче тĕллевлĕ ĕç пурнăçланать. Оперативлă кăтарту тăрăх, республикăра 3147 тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ача пурăнать. Вăл шутра 95 процент е 3010 ача çемьере ÿссе аталанать. Муркаш районĕнче асăннă категорири 54 ача пуррине палăртнă, вĕсем пурте çемьере хÿтлĕх тупнă. Ачана çемьере кăна тулли телей, чун-чĕре ăшшине пама пултарнине кашни ашшĕ-амăшĕ ăнланма тивĕç. Çавăнпа çемьере хĕрÿ лару-тăру тухсан та çийĕнчех шайлаштарнине нимĕн те çитмест.  

Ачана çемьене илсе усрас текенсем валли патшалăх шайĕнче йĕркеллĕ условипе тивĕçтерессине пăхса хунă. Çемье тата ача категорине кура тĕрлĕ тÿлев палăртнă. Пĕрре йышăннă ачана каялла тавăрса парассинчен - ачана черетлĕ хут тăлăха хăварассинчен - сыхланас тĕлĕшпе çемьесемпе психологсем, педагогсем тивĕçлĕ шайра ĕçлесе пыраççĕ. Таччăн тимлеме тĕрлĕ шкул, центр йĕркеленĕ. Муркаш районĕнчи ачасен тата çемьесен ыйтăвне "Ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнă тăлăх ачасен Çĕмĕрлери центрĕ" бюджет учрежденийĕ шайлаштарса пырать, тĕрлĕ консультаци парать.

Çак тапхăр тĕлне Чăваш Республикинче асăннă категорири ачасемпе 7 организаци ĕçлет. Ноябрĕн 1-мĕшĕнчи кăтарту тăрăх, вĕсенче тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă 113 ача воспитани илет. Иртсе пыракан çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсенче 130 ача, иртнĕ çул пуçламăшĕ тĕлне 214 ача пулнă.

Ноябрь уйăхĕ пуçламăшĕ тĕлне 317 тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ача тупса палăртнă. Муркаш районĕнче 3 ача тупса палăртнă, пурне те çемьесене вырнаçтарнă. Лариса Викторовна республикăри 13 муниципалитетри опекăпа попечительство органĕ ăнăçлă ĕçленине палăртрĕ, вăл шутра Муркаш районĕнчи орган та. Республикăра халь тупса палăртнă йышран 214-шĕ социаллă тăлăхра шутланать, вĕсен ашшĕ-амăшĕ чĕрĕ-сывă. Ку синкерле факт питех те пăшăрхантармалла, ашшĕ-амăшĕ чĕрĕ-сывă, ача-пăча вара выçă тата тумсăр ларать. Хăш-пĕр çемьере вара, шел пулин те, çимелли пачах та çук, ăçтан май пур, çавăнтан тупаççĕ. Çакна та паянхи пурнăçри лару-тăру çирĕплетет.

Йăнăшма пулать, анчах та ăна тÿрлетме те пĕлес пулать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн тĕп ĕçĕсенчен пĕри ачана тăван çемьене тавăрасси те шутланать. Иртсе пыракан уйăх пуçламăшĕ тĕлне республикăра 56 ачана тăван ашшĕ-амăшне тавăрса панă, вăл шутра Муркаш районĕнчи 2 ача тăван кил-çурт телейне туйма пуçланă.

Çĕнĕ йыша хăнăхассинче чăтăмлăх самай кирли вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Шел пулин те, хÿтлĕхе илнĕ ачан тĕрлĕ сăлтава пула иккĕмĕш çемьерен те каялла тухма тивет. Республикăра кун йышши 31 ĕç, районта 2 ĕç пăхса тухма лекнĕ. Хăшĕ каллех çĕнĕ çемьене лекет, хăшне тăлăх ачасен учрежденийĕ кĕтет.

- Хÿтлĕхе илнĕ çемьесене пысăк тав сăмахĕ калатăп. Эсир чăннипех те паттăр çынсем, сăваплă ĕç тăватăр, - терĕ Лариса Викторовна пурне те тав тунă май.

Район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕ "Мир сквозь фотообъектив" конкурс ирттерни пирки маларах пĕлтернĕччĕ. Унта 12 çемье ăсталăх кăтартнă, 100 ытла ĕç тăратнă. Çĕнтерÿçĕсене В. Ананьев тата                   Л. Осипова чысларĕç. Ачана хÿтлĕхе, усрава илнин пĕлтерĕшне татах та анлăлатас тĕлĕшпе, çак пахалăха ыттисем умне те кăларас тĕллевпе сăн ÿкерчĕк куравĕ тури чăвашсен музейĕнче ĕçлерĕ. Халĕ ăна Мăн Сĕнтĕрти Культура çуртĕнче вырнаçтарнă. Асăннă мероприятире ачасен тата çемьесен тĕрлĕ ăсталăхĕпе паллашма май пулчĕ. Вĕсен кашни саманчĕ чуна пырса тиврĕ.

Чăваш Республикинчи ача правин уполномоченнăйĕн районти обществăлла пулăшуçи Федор Ягушов профилактика субъекчĕсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Ачана тимлĕхсĕр хăварас мар тесе мĕнпур вăй-хавата пĕрлештермеллине, çемье, ача интересĕсене хÿтĕлессинче кашни сферăн тимлĕхĕ вырăнлине палăртрĕ. Çавăн пекех çÿлерех асăннă калаçăва район прокурорĕн пулăшуçи А. Овчинников тата ыттисем тăсрĕç.  

Любовь Захарова çемйи сцена çине тухсан вара çан-çурăм тăрăх сивĕ чупмасăр майĕ те пулмарĕ, шăпа тĕрлĕрен килет çав. Вăл пĕчĕк хĕр ачана усрава илнĕ. Ăслă-тăнлă ÿстĕр тесе ырми-канми тăрăшнă. Халĕ Аня пур енлĕ маттур хĕр ача, вĕренÿре малти ретре, район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендиачĕ, спорт тусĕ.

Мероприятие тĕрлĕ калаçу, викторина, мастер-класс, секци малалла тăсрĕ. Ача-пăча черченкĕ чечек кăна-ха, çавăнпа та ăна тимлĕх питех те кирлĕ.

Моргаушский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика