16:00 05 апреля 2022 г.
«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕ конкурсăн республика тапхăрĕ вĕçленчĕ. Ку конкурса шкулсенче вĕренекен ачасем хăйсем Чăваш çĕр-шывĕн гражданинĕ пулнине туйса илме, чăваш чĕлхине тата лайăхрах пĕлччĕр тесе йĕркеленĕ.
Конкурса 5-6–мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕренекенсен «Тăван енĕм чаплă çынсемпе пуян», «Мухтава тивĕçлĕ çынсене чыслар», «Мухтав сана, ентешĕм» темăсенчен пĕрне шăпа ярса кăларса сăмах вĕççĕн хăйĕн шухăшне каласа памалла пулчĕ.
Жюри членӗсем видеокалаçусене пăхса тухса çĕнтерÿçĕсемпе призёрсене палăртрĕç. Çӗнӗ Пуянкасси шкулӗнче 5 - мĕш класра вĕренекен Макарова Елизавета çак конкурсра çӗнтерӳçӗ ятне илме тивĕç пулчĕ, призер шутне Енӗш-Нăрваш шкулӗнче 6 – мӗш класра вӗренекен Сергеева Милена кӗчӗ. Эпир пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ хĕр ачасене саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр. Вĕренекенсене çак конкурса чăваш чӗлхипе литературине вĕрентекен Кириллова Эльвира Николаевна тата пуçламăш класра вӗрентекен Лазарева Антонина Александровна хатĕрленĕ.
Отдел образования администрации Янтиковского муниципального округа Чувашской Республики