Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 14:48_ "Акатуй" в ЗАО "Прогресс"

00:00 09 июня 2008 г.

Çурхи хĕрỹ ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн йăлана кĕнĕ тăрăх ял çыннисене хавхалантарма ЗАО "Прогресс" ял хуçалăхĕ июнĕн 6-мĕшĕнче Патреккел улăхĕнче "Акатуй" йĕркелесе ирттерчĕ. Уявра уй-хир ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене саламларĕç, парнесем парса чысларĕç. Çавăн пекех спорт ăмăртăвĕсем те хĕрỹллĕн иртрĕç. Çанталăк ăшă тăмарĕ пулин те çумăрĕ çумасăр чăтрĕ-чăтрех, халăха савăнма чăрмантармарĕ. Халăх 10 сехет çитичченех улăха пуçтарăнчĕ. Улăх çийĕн Патреккел ялĕн гимнĕ мăнаçлăн кĕрлесе кайрĕ. Хор юрласа пĕтерсен чылайччен тăвăллăн алă çупни илтĕнсе тăчĕ улăхра. Патреккел культура çурчĕ çумĕнчи херарăмсемпе арçынсен ансамблĕ килнĕ хăнасене юрăпа та ташăпа савнтарчĕ. ("Сирень", "Утă çулма тухсассăн", "Патреккел", "Савăш курки", "Акăш веçрĕ, куртăр-и" т.ыт.те.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика