Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » 16:52_ Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ - Чăваш Республикин Патшалăх символесен кунĕ

00:00 04 мая 2008 г.

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче - Чăваш Республикин Патшалăх символесен кунĕ. Çак ятпа Патрекел ялĕнчи библиотекăра "Чăваш ене мăнаçлăх кỹреççĕ" ятпа кĕнеке , хаçат-журналсен куравне йĕркеленĕ. Патреккелти вăтам шкулăн !0-мĕш класĕнче вĕренекенсемпе (ертсе пыраканĕ Иванова Эльвира Геннадьевна) "Герб, Ялав, Гимн - чуна çывăх" ятпа информаци сехечĕ иртрĕ. Ялав, Герб тата Гимн пирĕн мăнаçлăхăмăр, мухтавăмăр тата яваплăхăмăр, Ялавра чăвашăн сĕмĕ. Чăваш республикин Аслă Канашĕ сĕннипе 1992 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Гербĕпе Ялавне (авторĕ Элли Юрьев) тата Гимне ("Тăван çĕршыв", сăмахĕсене И.Тукташ çырнă, кĕввине Г.Лебедев хывнă) йышăннă. Савăнпа пĕрлех пирĕн Елчĕк районĕн те Гербĕпе Ялавĕ, Гимнĕ пур. Информаци сехетĕнче çак символсен кунне йышăнни çинчен Иванова Э.Г тата Захарова Т.Н. ăнлантарса пачĕç. Чăваш Патшалăх тата Елчĕк символĕсен кунĕ ахаль уяв кăна мар, вăл чăвашлăх, тăванлăх, патриотлăх туйăмĕсене вăратакан пулăм.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика