Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Паллашар-ха хаваспах, санпа çĕнĕ кĕнеке!

18:40 30 апреля 2014 г.

   Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче СССР Журналистсен союзĕн членĕн, чылай çул Елчĕк район хаçачĕн редакторĕнче, культура пайĕн ертÿçинче ĕçленĕ, пултаруллă паллă журналистăн, çыравçăн, Патреккелте çуралса ÿссе çак ялтах пурăннă Александр Георгиевич Миллинăн кĕçĕн çулхи ачасам валли пухса хатĕрленĕ «Мухтанчăк» ятлă кĕнеки кун çути курчĕ. Çак кунсенче вара Патреккел ял тата шкул вулавăш фончĕ унăн ывăлĕ Борис Миллин ыр кăмаллăх акцине хутшăнса парнеленĕ çĕнĕ чăвашла кĕнекесемпе пуянланчĕ. Ку пирĕн пĕчĕк вулакансемшĕн пысăк савăнăç пулчĕ. Кĕнекене сÿтсе явма пуçтарăннă пĕчĕк вулакансене ял тата шкул вулавăш библиотекарĕсем Тамара Захаровăпа Татьяна Никифорова  Александр Георгиевичăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ–хĕлĕпе паллаштарчĕç. Вăл 1927 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ, мĕн пĕчĕкрен ĕçе тĕплĕн  те тирпейлĕ тума юратнă, çакă паянхи кун унăн ачисен ĕçĕсенче вăй илсе упранать, кĕнекери геройсен сăнарĕсенче те палăрать. Борис Александрович  кĕнеке мĕнле калăплани, пичетрен тухни çинче чарăнса тăчĕ, ачасене вĕренÿре тăрăшса вĕренме, кĕнекепе яланах туслă пулмаллине ăнлантарчĕ. Кĕнеки çÿхерех пулсан та, унăн тĕшши тулли, техĕмлĕ, тĕлĕнсе каймалла тутлă. «Мухтанчăк» кĕнеке килти чĕрчунсене, вĕçен кайăксене, тăван тавралăха юратакан ачасем çинчен каласа парать. Пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха упрама пĕлеççĕ вĕсем, ашшĕ-амăшне, ытти çынсене хисеплеççĕ, мĕн пĕчĕкрен ĕçчен ÿсеççĕ. Çитĕнекен ăрушăн вуласа вĕренмелли чылай. Кĕçĕн çулхи ачасем валли çырнă кĕнекене калавсем, инсценировкăсем кĕнĕ. Āна И.В.Алексеев художник ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Вулавăшра ятарласа хатĕрленĕ кĕнеке куравĕпе те хаваспах паллашрĕç ачасем.

«Чăваш чĕлхин илемлĕхне, çепĕçлĕхне, пуянлăхне эпир кĕнекери калавсене ушкăнпа вуланă хыççăн тата та ытларах туйса илтĕмĕр, ăша хывма пултартăмăр. Тавах сире Борис Александрович, çакăн пек илемлĕ хуплашкаллă, хаклă кĕнекене пире парнеленĕшĕн. А.Г.Миллинăн ырă ячĕ, тăван тавралăха, пурнăçа юратма вĕрентекен хайлавĕсем ялан пирĕнпе, унăн юлнă ал çырăвĕсем кĕнекен пичетленсе тухасса татах та эпир чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Писателĕн ырă шухăшĕсем, ырă сĕнĕвĕсем ялан пирĕнпе, унăн хайлавĕсенче  вĕрентсе калани пурнăçра пулăшса пырĕ пире малашне тата та», - терĕç ăшшăн вулакансем. 

Яльчикский территориальный отдел

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика