11:19 24 февраля 2021 г.
Тӑван Ҫӗршывӑн Хӳтӗлевҫисене, хамӑрӑн аттесене, асаттесене, пиччесемпе арҫын ачасене саламлатпӑр! Юман пек ҫирӗп сывлӑх, сурпан пек вӑрӑм ӗмӗр, иксӗлми телей сунатпӑр. Ҫӗнӗ Пӑва библиотекинче Тӑван Ҫӗршыва Хӳтӗлекенсен ячӗпе интереслӗ вайӑ иртрӗ. Малтанах, библиотека ӗҫченӗ пуҫтарӑннӑ ачасене хӳтӗлекенсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ, уявпа тата унӑн пӗлтерӗшӗпе паллаштарчӗ. Камсем-ши вӗсем пире хӳтӗлекенсем? Вӗсем – тӑван халӑха, Тӑван Ҫӗршыва, ачасене тата аннесене тӑшманран сыхлакан салтаксем. Вӗсем вӑйлӑ, хӑюллӑ, паттӑр та маттур. Калаҫу хыҫҫӑн вӑйӑсем ҫине куҫрӑмӑр. 2 вӑйӑ ӑшӑ пӳлӗмре иртрӗ:
- Ачасем ӗҫ хатӗрӗсене паллаҫӗ-и? Паллах паллаҫҫӗ.
- Ачасен куҫӗсене хупласа тӗрлӗрен япаласем тупасси. Ҫак вӑйӑра та ачасем хастар пулчӗҫ.
Вӑйӑн иккӗмӗш пайӗ урамра иртрӗ.
- Йывӑр ҫӗклесе мала тухассипе ӑмӑрту.
- Отжимани тӑвасси.
- Чат юлашкинчен ҫӳллӗ юр купине ҫӗнтересси.
Ҫак интереслӗ вӑййа виҫӗ хастар ача хутшӑнчӗ. Вӗсем виҫҫӗште ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗҫ. Тутлӑ парне илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Акӑ мӗнле маттур иккен пирӗн арҫын ачасем. Шансах тӑратпӑр, ӳссен эсир Ҫӗршывӑн шанчӑклӑ хӳтӗлевҫисем пулӑр.
Новошимкусский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики