Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сӑваплӑ субботник.

13:07 06 октября 2020 г.

 «Ӗçĕпе – хускатĕ вӑл тӑва!..» Чӑнах та, çакӑ мар-и вӑл Ҫĕнĕ Пӑва ялĕнче пурӑнакансен  кӑмӑлĕн уйрӑмлӑхĕсенчен пĕри. «Чӑваш – хӑрах урипе сӑпкара, тепĕр урипе – сухара», тет авалхи ваттисен тепĕр каларӑшĕ.

 Ҫирĕп те çаврӑнӑçуллӑ алли-ури манӑн ентешсен, нимле ĕçрен те хӑраса тӑмаççĕ вĕсем, кӑмӑлĕ те вĕсен уçӑ, чĕри те ырӑ.  Ҫак кунсенче, Федор  Никандрович Крысов тата Купташкин Петр Николаевич ялти хастар та патвар ар çынсене масарсене тирпейлес тĕлешпе субботник ирттерме чĕннĕ. Палăртнă кун ирхи 9 сехетре ĕç хатĕрĕсем йăтнă çынсем пуçтарăннӑ.

Ял-йыш кар тӑрса хутшӑнчĕ. Масар  картисене  юсанӑ, хӑрса типнĕ йывӑçсемпе тĕмсене каснӑ, тасатнӑ, хĕрессен йĕри-таврашне тирпейленĕ.  Ĕç вĕресе тăчĕ. Тирпей хуçаланнипе халăх та кăмăллă юлчĕ.

Аслашшĕ-кукашшĕсене, асламӑшĕ-кукамӑшсене, хӑшĕ-пĕри ашшĕ-амӑшне пытарнӑ масарçине, çывӑх çыннисен вил тӑприсене тирпейлесе тӑма манар мар малашне те. Кӑçал сахал çын пуçтарӑннӑ пулсан, тепĕр çула йыш ӳсессе шанатӑп.

Таня Купташкина

Новошимкусский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика