Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » ВАСИЛИЙ ЭКТЕЛ ÇЫРАВÇǍ ПУЛТАРУЛǍХНЕ ХАЛАЛЛАСА

11:42 21 февраля 2020 г.

   Ҫак кунсенче Василий Эктел çыравçǎ тата художник çуралнǎранпа 70 çул çитет. Вǎл Елчěк районěнчи Лащ-Таяпа ялěнче 1950 çулта çуралнǎ. И.Я.Яковлев ячěллě Чǎваш патшалǎх педагогика тата А.М.Горький ячěллě литература институчěсенче вěреннě. Совет Çарě хыççǎн Елчěк район архитекторěнче, Чǎваш телевидени студийěнче, «Ялав» тата «Пике» журналсенче, «Калем» издательство директорěнче вǎй хунǎ. 1988 çулта ǎна СССР Писательсен союзне йышǎннǎ.

   Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллǎ çыравçǎна халалласа Курнавǎшри ял библиотекинче пěтěмěшле пěлÿ паракан вǎтам шкулта верентекенсемпе тата вӗренекенсемпе литература каçě иртрě. Малтанах вěренекенсем Василий Эктел пурнǎçěпе пултарулǎхě тǎрǎх хатěрленě презентацие курчěç. Вера Николаевна унǎн тěрлě çулсенче тухнǎ кěнекисемпе паллаштарчě, В.Эктел ячěллě преми лауреачěсем хушшинче Курнавǎш шкулěнче вěреннě Курчина Татьяна та пуррине палǎртса хǎварчě.

   Малалла 5-6 классенче вěренекенсем В.Эктел çырнǎ сǎвǎсене вуларěç. Кӗнеке ҫӳлӗкӗпе паллашрӗҫ.

 Василий Эктелĕн чи юратнă поэчĕсенчен тата художникĕсенчен пĕри вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕ К.В.Иванов пулнă. Вăл Константин Васильевичран сăвăсем çырма та, ÿкерме те вĕреннĕ. Çамрăк поэтсенчен вара Раиса Сарпи, Любовь Мартьянова, Любовь Федорова, Афалек Энтепе, Василий Кервен, Николай Кушманов поэтсемпе туслă пулнă. Вĕсемпе пĕрле çулленех «Çеçпĕл çеçкисем» сборникре сăввисене пичетленĕ. Хăйĕн хайлавĕсенче поэт вулакан умне тарăн шухăшлавĕпе, паянхи пурнăç тĕллевĕсемпе çаврăнса çитет. Çавăнпа та вĕсем пурте чĕрĕ ÿкерчĕклĕ, витĕмлĕ те ĕнентерÿллĕ.

  «Пултаруллă çынсем вĕсем час çунакан çурта евĕр. Пире çуттине парса хăвараççĕ те çухалаççĕ».Çак çутă вара халăхра ĕмĕрлĕхех упранĕ.

 

Новошимкусский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика