15:53 08 мая 2019 г.
Урамсенче халăх кĕрлет, хĕвĕшет,
Пурин те пĕр кăмăл, пĕр савăнăç çитнĕ.
Куçсем шывланни те паян килĕшет,
Çак аслă куна эпир çав тери кĕтнĕ!
Аслă Çĕнтерĕве мĕнлерех хакпа çĕнсе илнине эпир питĕ лайăх пĕлетпĕр. Вăрçă синкерĕ кашни ял-хулана, кашни урама, кашни киле кĕрсе тухнă. Пайтах çын куççулĕ, юнĕ, тарĕ юхнă. Пин-пин пурнăç вăхăтсăр татăлнă. Майăн 9-мĕшĕ - Çĕнтерÿ кунĕ, пирĕн халăхшăн аслă, мăнаçлă, савăнăç куççульлĕ уявĕ. Ăна халăх калама çук хаклă хакпа туптанă.
Çу уйăхĕн 8- мĕшĕнче Курнавăшра та Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 74 çул çитнине сумлăн паллă турĕç. Иртенпех тĕрлĕ тĕслĕ ялавсемпе шарсем вĕлкĕшрĕç, çĕкленÿллĕ кĕвĕ янăрарĕ.
Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ял çыннисемпе хăнасем вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне пуçтарăнчĕç. Митинга шкул директорĕн çумĕ Е.В.Смирнова уçрĕ. Раççей, Чăваш гимнĕсем янăранă хыççăн Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Г.Мартышкин, район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи И.Н.Аникина, шкул директорĕ Т.В.Николаева, вăрçăпа тыл ветеранĕ С.А. Смирнова, педагогика ветеранĕ Д.Д. Смирнова, ветерансен Совечĕн председателĕ Г.В. Смирнов пухăннисене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕç. Аслă вăрçа хутшăннисене, тыл ĕçченĕсене яланах асра тытмаллине аса илсе хăварчĕç.
Хăнăхнă йăлапа «Вилĕмсĕр полк» ял урамĕ тăрăх утрĕ. Вăрçăра пуçĕсене хунă ял-йыша асăнса лартнă палăк умĕнче хисеп караулĕ тăчĕ. Шкул ачисем «Эпир- мирлĕ пурнăçшăн» флешмоб кăтартса пачĕç, сăвăсем каларĕç, палăк умне чечексем хучĕç. Тăван çĕр-шывăн паттăр хÿтĕлевçисене, тылра канăçа пĕлмесĕр ĕçлекенсене сума суса, вĕсен умĕнче пуçĕсене тайса, çĕр çинче яланах мирлĕ пурнăç пултăр тесе пĕтĕмлетрĕç пухăннисем.
Новошимкусский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики