21:21 06 октября 2018 г.
Турхан Энтри те, Яккăвĕ те, Хĕветĕрĕ те Х1Х ĕмĕр вĕçĕнче çуралса йывăр вăхăтра чăваш литературишĕн тăрăшакан поэтсем пулнă. Вĕсем çак çĕр çине ахаль çын пулса килменнине хăйсен кун-çулĕпе, сăвă- поэмипе, куçарăвĕпе, вилĕмĕпе çирĕплетсе панă.
Турхансен çемйинче 11 ача пулнă. Ашшĕ-амăшĕ хутла пĕлмен пулсан та, пур ачине те вулама-çырма вĕрентнĕ. Вун пĕр ачаран виççĕшĕ паллă сăвăçсем пулса тăнă.
Пĕртăван Турхансем чăваш поэзине XIX ĕмĕр вĕçĕнчех пырса кĕнĕ. Пырса кĕнĕ те хăйсен сассипе пуянлатнă. Шыравлă, ăнăçуллă пулнă вĕсен ĕçĕ.
Вĕсем хăйсен поэзийĕнче социаллă пысăк ыйтусем хускатас, чăваш хресченĕсен нушаллă пурнăçне сăнласа кăтартас тĕллев лартман. Вĕсен сăввисенче социаллă пурнăç ыйтăвĕсем тĕп вырăн йышăнман. Турхансем ытларах лириксем пулнă, пултарулăхĕ те лирикăра ытларах палăрнă. Ырăпа усал проблемине вĕсем çут çанталăк çинчен çырнă сăввисенче хускатнă.
Çыравçăшăн чи пысăк хисеп – шкул программине кĕртни тесе калать чăваш литература тишкерÿçи, таврапĕлÿçĕ В.П.Станьял. Чăнах та, ку питĕ тĕрĕс сăмах. Тата ватăсем ырă çынна - ырă ят тесе те калаççĕ. Çак сăмахсене асра тытса Турхан Хĕветĕрĕн мăнукĕпе Турхан Энтри ывăлĕ пысăк ĕç пуçарса ячĕç.
2017 ҫулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче виçĕ поэт çуралса ÿснĕ ялта ентешсене асăнса «Турхан юпи» палăк уçрĕç.
Шāп та шай тепěр ҫултан, юпа уйāхěн 5- мěшěнче Турхан Энтри ҫуралнāранпа 130 ҫул ҫитнине асāнса Ҫӗне Пāва культура ҫуртне паллā ҫынсем пуҫтарāнчěҫ. Вěсен йышěнче: Евгений Андреевич, Вероника Андреевнāпа Маргарита Андреевна, Турхан Энтри ачисем.
Илле Иванов, Чăваш республикинчи çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕн ертÿçин çумĕ, Пĕтĕм тĕнчери Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕн элчи, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Петр Петрович Сидоров, республикăри «Елчĕк ен» ентешлĕх ертÿçин яваплă секретарĕ, писатель, журналист, спорт ветеранĕ.
Лидия Ивановна Филиппова, «Тāван Атāл» журнал редакторě, ҫыравҫā-журналист.
Игнатьева Анисия Павловна, ЧР тава тивěҫлě учителě.
Светлана Асамат, паллā композитор тата юрāҫ, поэт, журналист, ЧР искусствин тава тивěҫлě деятелě.
Роза Витальевна Степанова, чāваш эстрадин паллā юрāҫи, тěрлě премисен лауреачě.
Луиза Витальевна Викторова, Ҫěнě Пāва ялěн хисеплě гражданинě.
Давид Алексеевич Турхан, Турхан Хěветěрěн тěпчекě.
Пухăннă хăнасемпе ентешсем паллă поэтсем çинчен нумай ăшă сăмах каларĕç. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулта вĕренекен ачасем Турхансем çырнă сăвăсене шăрантарчĕç, хăйсем çырнă сăввисемпе паллаштарчĕç.
Пĕр тăван Турхансене ăруран ăрăва асра тытса, пĕр тăвансем пек пултаруллă та ятлă çынсем пулма шкул ачисем сăмах пачĕç. Ял ятне, чăваш чапне çĕклес тесе пурăнма, хамăр хыççăн ырă ят хăварма тăрăшни çинчен пĕлтерчĕç.
Новошимкусский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа Чувашской Республики