Малотаябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Халăх чунĕ» («Живая душа народа») ятпа поэзи сехечĕ иртрĕ

16:03 22 февраля 2024 г.

      Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ шутланать. Çĕр çинче пурăнакан пур халăхăн та хăйĕн чĕлхи пур. Кашни ача мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхепе тĕнчене курма, ăнланма вĕренет. Ăна эпир атте-анне чĕлхи тетпĕр. Чĕлхесене сыхласа хăварас, вĕсене çухалма парас мар тĕллевпе ирттерме йышăннă та çак уява.

     Ҫак куна халалласа Таяпа Энтринчи ял вулавăшĕнче «Халăх чунĕ» («Живая душа народа») ятпа поэзи сехечĕ иртрĕ. Уява хутшăнакансем тăван чĕлхе çинчен калакан сăвăсене вуларĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене палăртма тăрăшрĕç. Валентина Муллина активлă вулакан чăвашла тумланса килнĕ. Вăл тăван чĕлхене, хамăрăн çепĕç те илемлĕ чăваш чĕлхине упрасси тата аталантарасси, хисеплесси пирĕнтен кашнинчен килнине палăртрĕ.

 

 

Малотаябинский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика