15:16 14 апреля 2022 г.
Елчĕк районĕн Лаш Таяпа ялĕнчи вулавăшра Владислав Дмитриевич Николаевăн литературăри ĕçĕ-хĕлĕ тăрăх кĕнеке уявĕ иртрĕ. Уяв программине республикăра библиотекăсемпе вулакансен хушшинче иртекен «Литературăллă Чăваш Ен: чи вуланакан кĕнеке» фестиваль-конкурса хутшăнса йĕркеленĕ. Çавăн пекех тата Раçейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Республикинче иртекен паллă çынсен çулталăкне тата Елчĕк районĕн 95 çулхи юбилейне халалланă.
В.Д.Николаев - журналист, писатель, куçаруçă тата драматург. Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕн лауреачĕ (1998). РФ Журналистсен союзĕн пайташĕ (1999). ЧР Профессионал çыравçăсен пĕрлĕхĕн пайташĕ (2015).
«Литературăллă Чăваш Ен» фестиваль-конкурса Владислав Дмитриевич Николаевăн «Кăшăлвирус» кĕнекине тăратнă. Кĕнеке ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2020 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Кĕнеке уявне Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем тата шкул ачисем пуçтарăнчĕç. Ертсе пыракансем В.Д.Николаев пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен презентаци кăтартса пачĕç, унăн хайлавĕсемпе паллаштарчĕç. Илемлӗ литература хирӗнче вӑл тӗрлӗ енлӗ аталанса пырать. Ачасем валли ҫырнӑ «Пиневерӗн ҫӗнӗ тусӗсем» (2010) тата «Хула хӗрачи» (2016) кӗнекери пьесисем тата Чӑваш академи драма театрӗ унӑн мешехи тӑрӑх лартнӑ «Пихампар чунӗ манра» (2016) мюзиклӗ чӑваш ӳнерӗнче юлашки вӑхӑтра каланӑ ҫӗнӗ сӑмах пулчӗ. Вăл Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче лартнă "Пихампар манăн чунра" мюзикл либреттин авторĕ. Çавăн пекех ку театрта А. Пушкин хайлавĕсемпе лартнă "Дон Жуан - юрату шанчăкне çухатнăскер" спектаклĕн прологне çырнă. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче "Ванюк ĕçе хăнăхать" пьесипе спектакль (вырăсла варианчĕ - "Ванюшкины каникулы") лартнă. Çавăн пекех ку театр валли Уильям Шекспирăн "Лир патша" трагикомедине чăвашла куçарнă.
Пĕтĕмĕшле паянхи куна В.Николаевăн 5 кĕнеки кун çути курнă. Çитес вăхăтра тата иккĕшĕ пичетрен тухмалла: «Шăмалак - хитре вырăн» тата «Çамрăк çыравçăсене пулăш пултăр». «Паян тесен паян 5 кĕнеке кăлармалăх алçырусем выртаççĕ - хăйсен вăхăтне кĕтеççĕ» - тет пултаруллă ентешĕмĕр.
Çыравçă тĕрлĕ жанрпа ĕçлеме кăмăллать. Кунта хăйне тĕрĕслесе пăхас тени те, калас сăмаха уçăмлăрах калас тени те пур. «Çеçпĕл» балет либреттине те çырнă вăл, ун çинчен ташă урлă кăтартса парас кăмăллă.
Авторăн илемлĕ хайлавĕсемпе ачасем савăнсах паллашаççĕ. Уявра шкул ачисем унăн сăввисене, юптарăвĕсене илемлĕ вуласа савăнтарчĕç.
Вулавăшра «Литературăллă Чăваш Ен: кěнеке – 2020-2021» ятпа курав йěркеленě. Курава 2020-2021 – мěш çулсенче пичетленсе тухнă чăвашла тата вырăсла произведенисене тăратнă.
Ентешĕмĕрĕн Владислав Николаевăн пултарулăхне уява хутшăннисем пысăка хурса хакларĕç, ырă сăмахсем каларĕç, литературăра татах та пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕç.
Лащ-Таябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа