Лащ-Таябинский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вулакан ашшĕсем - вулакан ачасем

14:03 26 октября 2021 г.

Ача-пăча тата çамрăксен литературин тĕп тĕллевĕ – çамрăк ăрăва пур енлĕн аталантарасси, тĕрĕс воспитани парасси. Ачасем хăйсен тĕнчи çинчен ытларах пĕлме тăрăшаççĕ. Кĕнекере хăйсемпе пĕр çулхи ачасен пурнăçне сăнлани вĕсемшĕн тата та интереслĕ.

Лаш Таяпари ял библиотеки республикăра иртекен «Вулакан ашшĕсем - вулакан ачасем» конкурса хутшăнса видеоролик хатĕрлерĕ. Унта библиотекăн хастар тусĕсем - Петуховсен туслă ḉемйи - Лукиан Иванович Ивановăн  «Тăм ӳкнĕ ир» кĕнекине вулакана сĕнеḉḉĕ. 

Ку хайлав 2008 ḉулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ. Кĕнеке 111 страницăран тăрать, ăна Сергей Лукианович Павлов пухса хатĕрленĕ. Лукиан Иванович - учитель, исследователь, академик, Ḉеḉпĕл Мишшин ентешĕ. Пурнăçран илнĕ фактсене шута илсе çырнă новеллăсенче автор Çеçпĕл Мишшин ачалăхне тата çамрăклăхне сăнарлать. Çеçпĕл… Тăван поэт «Кăвар чĕреллĕ» чăваш ачисене çырулăх çулĕ çине ĕçлеме чун-чĕререн йыхăракан çамрăк, чăваш çырулăхĕшĕн хăй чĕрине хумхантаракан поэт.Унӑн сӑввисем ҫав тери йывӑр вӑхӑтра халӑхӑн шанчӑклӑ ывӑлӗсемпе хӗрӗсене паттӑр пулма чӗннӗ, кёрешӳре хавхалантарнӑ. Пурнӑҫра вал ҫутӑ ӗмӗтлӗ, ҫирӗп кӑмӑллӑ, «хыт утӑмлӑ» пулнӑ. Кӑвар чӗреллӗ поэт сӑнарӗ пире халӗ те пурнӑҫа юратма, пуласлӑхшӑн кӗрешме, яланах хастар та хӑюллӑ пулма вӗрентет. Вӑл ҫырнисем чӑваш литературин ылтӑн фондне кӗрсе юлчӗҫ.

Кĕнекене поэт шăллĕ Гурий Кузьмич тата унăн ытти тăванĕсем каласа панине тĕпе хурса çырнă. Паллă поэтăн характерĕ мĕнле аталанса çирĕпленни çак кĕнекере уйрăмах лайăх курăнать.

 Хайлавсем ḉитĕнекен ăрăва  асатте-асаннесем тытса пынă йăла-йĕркепе паллаштараḉḉĕ, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен ḉирĕп пулма вĕрентеḉḉĕ. 15 ḉулта чух Максим Горькин хайлавне вуланă хыḉăн Çеçпĕл Мишши «Данко пек пуласчẻ ман, халặха усặ кӱрсе ặна нушалặхран илсе тухма хатẻр тặрасчẻ», - тенĕ ḉак сăмахсем ḉамрăк вулакан чунĕнче йĕр хăвараḉḉех. 

Туссем, сире ḉак кĕнекене вуласа тухма сĕнетпĕр, вăл ачасене те, ḉитĕннисене те усăллă пуласса шансах тăратпăр.

Лащ-Таябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

429394, Чувашская Республика, Яльчикский район,

с. Лащ-Таяба, ул. Почтовая, д. 7. Электронный адрес: lasch-tayab@cap.ru

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика