14:55 16 декабря 2020 г.
1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кăçал 75 çул çитрĕ. Шел пулин те, çĕршывра вăрçă ветеранĕсен шучĕ çулсерен чакса пырать. Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа ялĕнче те вĕсем юлмарĕç ĕнтĕ.
Василий Александрович Николаев ялта вăрçă ветеранĕсен йышĕнче чи çамрăккисенчен пĕриччĕ. Вăл вăрçă пуçланнă çул вун пилĕк çулхи ача пулнă. Унăн амăшĕ Василий саккăрта чухнех вилнĕ. Йăмăкĕпе иккĕшĕ çурма тăлăха тăрса юлнă. Ашшĕ тепре авланнă. Амаçури амăшĕ çав тери ырă çын пулнине аса илетчĕ ветеран. Пурăна киле çемьере виçĕ ача пулса тăрать. Инкек çине синкек тенĕ пек – ашшĕнчен Василий вун иккĕре юлнă. Çавăнпа та шкулта вĕреннĕ чухнех ачан каникулсенче сысна кĕтĕвĕ кĕтме тивнĕ. Çичĕ класс пĕтерсен вара кĕтӳçĕре ĕçлеме тытăннă, каярахпа конюх пулса ĕçленĕ.
- Вăрçăччен колхозра вăтăр-хĕрĕх лаша пулнă, кайран вĕсене те майĕпен вăрçа ăсатса пĕтерчĕç, - аса илетчĕ ветеран.
1943- мĕш çулта вунсаккăрти патвар йĕкĕте çара илеççĕ. Çулталăка яхăн Тула хулинче 8-мĕш гварди уйрăм сывлăш-десант бригадинче службăра тăнă. 1944-мĕш çулăн вĕçĕнче Белоруссири Могилевск облаçĕнче оборонăра пулнă. 1945-мĕш çулта Венгри, Австри, Чехословаки çĕрĕсенче фронта кĕнĕ. Василий Александрович пулеметчик пулнă, ДШК текен 12- мĕш калибрлă зенит пулеметĕнчен самолетсене пенĕ. Çĕнтерĕве вăл Чехословакире кĕтсе илнĕ. Савăнăçлă хыпара çĕнтерӳçĕ-салтаксем пăшалсенчен салют персе паллă тунă – çакăн çинчен Василий Александрович пĕтĕм чун-чĕререн хавхаланса аса илетчĕ.
Тăван Çĕршыва 1946-мĕш çулта таврăннă пулин те тăван яла 1949-мĕш çулхи март уйăхĕнче çеç çаврăнса çитме тӳр килнĕ ăна. Çар тивĕçне Тула хулинче малалла пурнăçланă – вăтăр сакăр хутчен парашютпа сикнĕ хастар салтак, икĕ хут Мускаври Çĕнтерӳ паратне хутшăннă ( Майăн 9-мĕшĕнче тата Октябрь уявĕнче).
Икĕ орденпа тата медальпе таврăннă салтак чăваш çĕршывне (Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, Хĕрлĕ ялав орденĕ, «Паттăрлăхшăн» медаль). Килĕнче ăна тăван мар амăшĕпе икĕ йăмăкĕ ăшшăн кĕтсе илнĕ. 1949-мĕш çулта Василий çемье çавăрнă. Тĕрлĕ ĕçре тỹрĕ чунпа тăрăшса ял-йышра хисеп çĕнсе илнĕ. Савнă мăшăрĕпе пĕр хĕр те пилĕк ывăл ӳстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Ветеран пурнăç çулне сумлăн утса тухнă, ялта хисеплĕ ватă шутланнă. Ачисемпе мăнукĕсемпе шăкăл- шăкăл килĕштерсе пурăннă вĕсем. Сумлă ветеран мĕн пурнăçран уйрăличченех ялти пĕтĕм пухусемпе уявсене тухса çӳренĕ, ялти библиотекăра та час-часах пулнă: çĕнĕ хыпарсене пĕлесшĕн çуннă, библиотекăра иртекен тĕрлĕ мероприятисемпе те кăсăкланнă.
Вĕсен паттăрлăхне çамрăк ăрăвăн манма юрамасть. Телейлĕ пурăнма пире мирлĕ пурнăç кирлĕ.
Лащ-Таябинский территориальный отдел Яльчикского муниципального округа