08:00 12 декабря 2017 г.
Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!
Сире Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Патшалӑхӑн Тӗп саккунӗ ҫӗршыв ырлӑхӗпе аталанӑвӗн ҫирӗп те шанчӑклӑ никӗсӗ пулса тӑрать. Пӗтӗм право тытӑмне тӗревлесе тӑнӑ май, вӑл Раҫҫейӗн патшалӑх тата общество йӗркине палӑртать, граждансен ирӗкӗсемпе тивӗҫӗсене ҫирӗплетет.
1993 ҫулхи Конституцине ҫӗршывӑн нумай ӗмӗрхи историйӗнче пуҫласа пӗтӗм халӑхпа сасӑласа йышӑннӑ. Вӑл этем тата унӑн прависемпе ирӗклӗхӗсем чи пысӑк пуянлӑх пулнине пӗлтернӗ, гражданла обществӑна пӗрлештерме шанчӑклӑ никӗс хывнӑ.
Патшалӑхӑн Тӗп саккунӗ, унӑн улшӑнми ҫирӗп йӗркисем ҫине таянса Раҫҫей халӑхӗ тӗрлӗ йывӑрлӑха тата чӑрмава ҫӗнтерсе малалла утать, хальхи самана кӑларса тӑратакан ҫивӗч чӗнӳсем ҫине тивӗҫлӗн хурав парать.
Эпир хальхи Раҫҫейпе – ирӗклӗ те аслӑ ҫӗршывпа – мӑнаҫланатпӑр, хамӑр ҫуралса ӳснӗ тӑван ҫӗре чунтан юрататпӑр тата вӗсене йӗркеллӗн аталантарассишӗн мӗн кирлине йӑлтах тума тӑрӑшатпӑр.
Конституци нормисемпе принципӗсене хисеплени, Тӑван ҫӗршыв шӑпишӗн кашниех яваплӑ пулнине ӑнланса ӑша хывни Чӑваш Республикин тата ҫӗршывӑмӑрӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика вӑй-хӑватне ӳстерсе пыма пулӑшасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Сире пӗтӗм чунтан мирлӗ ӗҫ, палӑртса хунӑ тӗллевсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев
Уважаемые соотечественники!
Поздравляю вас с Днем Конституции Российской Федерации!
Основной закон нашего государства служит прочным фундаментом благополучия и развития страны. Будучи ядром всей правовой системы, он определяет государственное и общественное устройство России, закрепляет права и обязанности граждан.
Конституция 1993 года впервые за всю историю нашей страны была принята всенародным голосованием. Она провозгласила человека, его права и свободы высшей ценностью, стала основой для консолидации гражданского общества.
Опираясь на основной закон государства, на его незыблемые постулаты, российский народ уверенно проходит через трудности и испытания, справляется с острейшими вызовами времени. Мы гордимся современной Россией – свободной и великой страной, любим свою малую родину и стремимся сделать все возможное для их процветания.
Убежден, что уважение конституционных норм и принципов, осознание каждым гражданином персональной ответственности за судьбу Отечества позволят укрепить социально-экономический потенциал Чувашской Республики и всей страны.
От всей души желаю вам мирного труда, успехов в реализации намеченных планов и уверенности в завтрашнем дне!
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев
Официальный портал органов власти Чувашской Республики