Тегешевское сельское поселение Урмарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хăмла плантацийĕсем пушанаççĕ, Вăрмар район хаçачĕ, 2023 çулхи сентябрĕн 1 - мĕшĕ

16:49 04 сентября 2023 г.

💢 Хăмла плантацийĕсем пушанаççĕ.


✅ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев кăçал ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла палăртнă: «Республикăшăн стратегилле пĕлтерĕшлĕ шутланакан хăмла туса илесси çине уйрăмах тимлĕн пăхмалла. Чăрмав кÿрекен сăлтавсене пĕтермелле, наукăпа лаборатори инфратытăмне туса хурас, лартмалли сывă хунавсем çитĕнтерме лайăх материал хатĕрлес, хамăр çĕршыври хăмла татакан комбайнсен сериллĕ производствине йĕркелес енĕпе «çул карттисем» туса хатĕрлемелле. Çакăнпа эпир тĕп тĕллеве – импорта пăхăнса тăма пăрахассине – пурнăçлатпăр». Экспертсем çĕршыва «симĕс ылтăн» - 8 пин тонна кирли пирки калаççĕ. Республикăри хăмла пахчисене кăçал 133 гектара çитернĕ. ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев палăртнă тăрăх, виçĕ çултан 1000 гектар таран çитерме тĕллев лартнă. Сăмах май, Вăрмар районĕпе хăмлана кăçал 40 тоннăна яхăн пухса кĕртмелле. Хăмла гранулине сăра завочĕсене ăсатаççĕ, тĕслĕхерн, Чăваш Енри «Букет Чувашии» сăра заводне те.

✅ Вăрмар муниципаллă округĕнчи «Агроресурсы» тулли мар яваплă общество Чăваш Республикинче хăмла çитĕнтерсе ăна тирпейлессипе ĕçлекен пысăк предприяти. Пирĕн районта хăмла плантацийĕсем 36 гектар йышăнаççĕ. Хальхи вăхăтра шăпах та çак «симĕс ылтăна» пухса кĕртессипе активлă ĕçлеççĕ. Çĕнĕ Вĕренерти хăмла участокĕсем те пушансах пычĕç çак вăхăталла. Çĕнĕ Вĕренерти участокра пĕтĕмпе 6 гектар çинче çитĕнтернĕ çак паха çимĕçе. Унсăр пуçне кĕркунне çамрăк хăмла хунавĕсем лартса хăварма 2 гектар йышăнакан çĕр участокне хатĕрленĕ. Малашне 8 гектар çинче ĕçлеме тивĕ çĕнĕвĕренерсен. Çакă ял çыннисене савăнтарать, ĕç пулсан ĕçлесе илмелли майсем те ытларах пулаççĕ.

✅ 14 çынран тăракан бригада пысăк ĕç пурнăçлать, кашнин хăйĕн тивĕçĕ. Бригадăна Ирина Викторовна Васильева ертсе пырать. Надежда Ефремова, Галина Михайлова, Татьяна Степанова, Татьяна Мирошкина, Надежда Петрова, Альбина Иванова, Лира Васильева, Надежда Николаева, Елена Максимова, Геннадий Михайлов, Андрей Гаврилов, Александр Максимов, Светлана Нарсова тăрăшса ĕçлеççĕ кунта. Плантацирен хăмла аврисене Станислав Соборов тракторпа ЛЧХ-на турттарса килет. Владимир Александров хăмларан тасатнă авăрсене тракторпа пысăк купана пухса пырать. Василий Семенов машинист-оператор ЛЧХ-2 хăмла комплексне ăнăçлă ĕçлеттерессишĕн яваплă.

Эвелина МИХАЙЛОВА, Вăрмар район хаçачĕ, 2023 çулхи сентябрĕн 1 - мĕшĕ

Тегешевский территориальный отдел Урмарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники

ПОСЕЩЕНИЙ НА САЙТ Тегешевского сельского поселения с 31 мая 2008 года:

Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус! 

Ответственный за информационное наполнение: администратор сайта - заместитель главы Тегешевского сельского поселения Нарсов Валерий Иванович тел.: 8 (835 44) 36-2-31 E- mail: urmary_tegeshevo@cap.ru

Система управления контентом
429408, Чувашская Республика, Урмарский район, д. Тегешево, улица Школьная, дом 4
Телефон: 8(83544) 36-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика