15:24 25 апреля 2022 г.
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе
Эс чи пахи, эс – чун уççи
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,
Пин чĕлхерен чи çепĕççи.
Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнă кун, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, пирĕн тăван халăхăмăр Чăваш чĕлхи кунне паллă тăвать. Çак куна халалласа культура ĕçченесем тата Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 4-мĕш класс ертÿçи Е.Н.Васильева 4-мĕш класра вĕренекенсемпе «Чăваш чĕлхи, илемлĕ те, пуян та эсĕ» литература сехечĕ ирттерчĕç. Малтан çĕр çинчи пин-пин чĕлхе йышĕнче кирек камшăн та тăван чĕлхе чи хакли пулниине, ăна сыхласа упрас, ăна пуянлатас ĕçе манмалла маррине ăша хыврĕç,халăхĕн йăли-йĕркине упрасси çинчен калаçрĕç,. Ачасем икĕ ушкặна пайланса тĕрлĕ ăмăртусенче хăйсен тавçăрулăхне кăтартрĕç: «Тӑван чӗлхе—чӑваш чӗлхи» викторина ыйтǎвĕсене хуравларĕç, ваттисен сăмахĕсене вырнаçтарса вуларĕç, рифмăланă ыйтусене тупрĕç, сǎвǎсем пăхмасăркаларĕç, чăваш вăййисене вылярӗҫ.
Мусирминский территориальный отдел Урмарского муниципального округа