07:58 24 апреля 2021 г.
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе
Эс чи пахи, эс – чун уççи
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,
Пин чĕлхерен чи çепĕççи.
Чĕрене пырса тивмелле çепĕç вǎл, чǎваш чĕлхи. Хǎйсене хисеплекен кирек мĕнле халǎх та хǎйĕн тǎван чĕлхине пысǎк пуянлǎх вырǎнне хурса хаклать. Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑ кун, ака уйахӗн 25-мӗшӗнче, пирӗн тӑван халӑхӑмӑр Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать.
Ҫак куна халалласа культура ӗҫченӗсем Мăнçырмари вăтам шкулта "Чӑваш чӗлхи – анне чӗлхи" литература сехечĕ ирттерчĕç. Унта пĕрремĕшпе иккĕмĕш класс ачисем хутшǎнчĕç. Ачасем чӑваш чӗлхи пуянлӑхӗпе, И.Я.Яковлев пурнӑҫӗпе, пултаруллӑхӗпе ҫывӑхрах паллашрĕç. Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр калавĕсене саспа вулареç, сǎвǎсем пăхмасăр каларĕç, чăваш вăййисене вылярӗҫ. Тăван чĕлхе çинчен ваттисем каланă сăмахсене аса илчĕç, «Тӑван чӗлхе — чӑваш чӗлхи» викторина ыйтǎвĕсене хуравларĕç. Ыйтӑвӗсем чӗлхепе, литературӑпа, тӑван ен культурипе ҫыхӑннисем пулчӗҫ.
Мусирминский территориальный отдел Урмарского муниципального округа