17:16 20 апреля 2021 г.
Иртсе пыракан кашни çул мĕнле те пулин пысăк пулăмпа палăрса тăрать. Кăçалхи çула, Чăваш Республикинче Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене чавнӑ çынсен паттăрлăхне халалланă. Çак çынсен шутĕнче Мăнçырма ялĕнче пурăнакан Ирина Константиновна Данилова та пур. Вăл 1924 çулхи апрелĕн 8-мĕш кунĕнче нумай ачаллă çемьере çут тĕнчене килнĕ. Культура ĕçченесем Ирина Константиновнăпа тата унӑн çемьипе килӗнче тӗл пулчӗҫ. Тыл ветеранне вӑрҫӑ ҫулӗсене аса илме ҫӑмӑлах пулмарӗ, ҫапах та вӑл хӑнасене тарават кӗтсе илчӗ, вӑрҫӑ ҫулӗсенчи хӑшпӗр самантсене аса илчӗ:
- Вăрçă пуçланнă чухне эпĕ 17 çул тултарнăччĕ ĕнтĕ. 1941 çулхи кĕркуннерен пуçласа 1942 çулхи çуркуннеччен пире окоп чавма Чупай, Мăнтăр, Энĕшпуç тăрăхне ячĕç. Çĕрĕн шăн сийĕ тачкаччĕ. Арçынсем пире хĕрхенетчĕç, çиелти шăна сирсе пама тăрăшатчĕç. Кашни яла уйрăмшар лаптăк /«точка»/ уйăрса паратчĕç. Ăна чавса пĕтерсен урăх çĕре куçаратчĕç. Пĕр минут та канса тăмалла пулман. Тăма майĕ те çук – сивĕ. Пĕтĕм йывăрлăха тÿссе ирттерсе 1942 çулхи çуркунне киле таврăнтăмăр...
Ирина Константиновна тата хĕрĕ, Надежда Христофоровна, культура ĕçченесемпе пĕрле ĕлĕкхи юрӑсене аса илсе юрларӗç. Тĕлпулу вĕçĕнче ветерана татах та чылай ҫул чирлемесӗр, ӗмӗчӗсем пурнӑҫланса пыма, ҫемьере телейлӗ пурӑнма ырлӑх-сывлӑх сунса сывпуллашрӗҫ.
Мусирминский территориальный отдел Урмарского муниципального округа