Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ» тематика сехечĕ

22:30 20 февраля 2021 г.

 Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ - Тӗнчери халӑхсен Тӑван чӗлхе кунӗ! Тӑван чӗлхе вӑл – хаксӑр тупра, наци культурин никӗсӗ, ӑс-хакӑл эткерне сыхласа упрама тата ӑна аталантарма пулӑшакан хатӗр. Ҫӗр ҫинчи пин-пин чӗлхе йышӗнче кирек камшӑн та тӑван чӗлхи - чи хакли. Чĕлхе — культурăна тата халăх хăйне евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать. Анчах Юнеско шучĕпе тĕнчери 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать. Вĕсене упраса хăварас тĕллевпе тăван чĕлхе кунне йĕркеленĕ те.

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта 6-мĕш класс ачисемпе «Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунĕ» тематика сехечĕ  иртрĕ. Мероприятие Мăнçырмари ял библиотекин ĕртӳçи Ильина Н.О. тата чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ  Цыркунова Т.Л. ирттерчĕç. Ачасемпе «Выляр-ха, тăван чĕлхене савса»,  «Ваттисен сăмахĕсене вĕçле», «Алфавита пĕлетĕр-и?», «Кам маларах?» конкурс ирттетĕмĕр. Вĕсен тавра-курăмне тĕрĕслерĕмĕр.

Юлашкинчен пĕтĕмлетсе хăварнă май ачасенчен çакăн пек хуравсем илтрĕмĕр: «Тăван чĕлхене хисеплеменни хамăра хисеплеменнипе пĕрех. Чĕлхе пĕтсен, халăх пĕтет. Апла пулсан паян пирĕн пурин те хамăра хамăр сыхласа хăварас пирки шухăшламалла».

 

Мусирминский территориальный отдел Урмарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика