20:59 17 ноября 2019 г.
Кăçал, чÿк уйǎхĕн 16-мĕшĕнче чăвашсен кăвар чĕреллĕ поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 120 çул çитрĕ. Çак юбилее пирĕн республикǎра та, районта та, поэт пурǎннǎ вырǎнсенче те анлǎн палǎртаççĕ, тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Чăваш поэзийĕн никĕсне хывнă вĕри чунлă Çеçпĕл Мишшине пирĕн халăхра тивĕçлипе «Кăвар чĕреллĕ сăвăç», «хĕвеллĕ пурнăç юрăçи» теççĕ. Пĕтĕм хăйĕн сăввисене вăл çак хушма ятпа алă пуснă. Поэт «Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулар!» тесе чĕнсе калани пирĕншĕн яланах пĕлтерĕшлĕ. Вăл чĕлхе асамлăхĕпе вăйне, тăван халăхăмăр культурин хаклăхне туйма-ăнланма пулăшать. Чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мăнçырма ял библиотекин ĕçченĕ Ильина Н.О. , чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Цыркунова Т.Л. тата культорганизатор Романова Л.В. 10-мĕш класс ачисемпе пĕрле «Кăвар чĕреллĕ сăвăç» литература сехечĕ ирттерсе ячĕç. Наталия Олеговна тата Татьяна Леонарьевна Çеçпĕл Мишшин тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне туллин çутатса пама тăрăшрĕç, чăваш поэзине çĕнĕ сĕм кĕртнĕ йыхравçă çыравçăн кун-çулне тĕплĕн тишкерчĕç, ачасен кăмăл-сипетне поэтăн асап-нушаллă пурнăçĕн тĕслĕхĕпе витĕм кÿме май тупрĕç. Паллă чăваш поэзийĕн классикĕ çырнă сăвăсем янăрарĕç ку уявра. Шкул ачисем поэтăн сăввисене те вулама кăмăл турĕç.
Эп пĕр çын мар!
Эп хам – пин çын!
Чĕрем юрри – пин çын юрри.
Çак сăмахсене Çеçпĕл поэзийĕн тĕп кĕввийĕ теме юрать. Сăпайлăх çинчен манса, мухтанчăкла çатăртатса е хăйне пысăка хурса каламан вĕсене поэт. Çеçпĕл, чăнах та, сăввисемпе пин-пин çын шухăшне, хăй пурăннă саманан ырă тата усал енĕсене чĕрипе туйса ыттисене кăтартса пама пултарнă. Çавăнпа эпир ун çинчен хăй саманин салтакĕ, сăввисем çинчен халăх пурнăçĕн тĕкĕрĕ тесе калама пултаратпăр.
Çеçпĕл вăхăчĕпе паянхи кунăн пĕрпеклĕхсем чылай. Тăван чĕлхе, культура ыйтăвĕсем татса парас ĕçре проблемăсем чакмарĕç, йышланчĕç тесен те тĕрĕсрех те пулĕ. Урăхла каласан, чăвашлăх проблеми паян та çивĕчлĕхне çухатман.
Мусирминский территориальный отдел Урмарского муниципального округа
Первоисточник: Чaваш чeлхипе литература вeрентекенe Цыркунова Т.Л.