Мусирминский ТО Урмарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » «Иксĕлми чăваш чĕлхи» литература сехечĕ

14:06 26 апреля 2019 г.

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,

Эс – чун пахи, эс – чун уççи.

Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе,

Пин чĕлхерен чи çепĕççи!

  Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнă кун, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, пирĕн тăван халăхăмăр Чăваш чĕлхи кунне паллă тăвать.Çак куна халалласа культура ĕçченесем тата Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 4-мĕш класс ертÿçи  Е.В.Аверьянова 4-мĕш класра вĕренекенсемпе «Иксĕлми чăваш чĕлхи»  литература сехечĕ ирттерчĕç. Малтан  вĕренекенсем чăваш халăхĕн йăли-йĕрки, чăваш чĕлхине упрасси çинчен калаçрĕç. Çĕр çинчи пин-пин чĕлхе йышĕнче кирек камшăн та тăван чĕлхе чи хакли пулниине, ăна сыхласа упрас, ăна пуянлатас ĕçе манмалла маррине ăша хыврĕç. И. Я. Яковлев  ачалăхĕпе паллашрĕç, хăш-пĕр калавĕсене аса илчĕç.Халал сăмахĕсене вуласа тишкерчĕç.Ачасем тĕрлĕ ăмăртусенче хăйсен тавçăрулăхне кăтартрĕç. Пĕр сас паллирен калав йĕркелерĕç, шÿтлĕ ыйтусем çине хуравларĕç, ваттисен сăмахĕсене вырнаçтарса вуларĕç, рифмăланă ыйтусене тупрĕç.

 Вĕренекенсем Иван Яковлевич пекех тăван чĕлхене юратма сăмах пачĕç.

 

Мусирминский территориальный отдел Урмарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика