Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Патшалǎх символĕсемпе мǎнаçланатпǎр

10:21 29 апреля 2016 г.

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕ – Чǎваш Республикин патшалǎх символĕсен кунĕ. Чǎннипех те пысǎк пĕлтерĕшлĕ уяв. Патшалǎх символĕсем – чǎваш мǎнаçлǎхĕ, мухтавĕ, чǎвашсен тĕнчери халǎхсен хушшинчи вырǎнĕ. Чǎваш Республикин патшалǎх символĕсене пĕлни, вĕсене хисеплени – тǎван республикǎна юратни.

Ака уйǎхĕн 29-мĕшĕнче Ф.С. Васильев музейĕнче Чǎваш Республикин патшалǎх символĕсене халалланǎ сехет иртрĕ. Мĕншĕн шǎпах çак кун паллǎ тǎватпǎр-ха уява? Чǎваш геральдикин никĕслевçи, Гербпа Ялав авторĕ – Элли Юрьев пирки музей ертÿçи Надежда Яковлева каласа кǎтартрĕ.

Чǎваш Гербĕ çинчен 4-мĕш класра вĕренекен Катя Степанова сǎмах каларĕ. Ялав пирки вара çак класри Надя Степанова ǎнлантарчĕ. Илле Тукташ сǎвǎçпа Герман Лебедев кĕвĕ ǎстисем çинчен Карина Соловьевǎпа Ксения Иванова каласа кǎтартрĕç. Чǎваш Гимнĕ питĕ мǎнаçлǎн янǎрать, чунра хавхалану çуратать. Çакна уява хутшǎнакансем хǎйсем те юрласа туйрĕç.

Чǎваш Гимнĕ, Ялавĕ, Гербĕ пирки ачасем пĕлни, вĕсем çинчен юлташĕсене каласа пани аван, вĕсенче хамǎр республикǎпа мǎнаçлану  туйǎмĕ вǎратать, гражданла тивĕçе манма памасть.

                                                                                  Музей ертÿçи Н. Яковлева

Территориальный отдел «Юськасинский» Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика