Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çурхи уяв концерчĕ

13:38 03 марта 2019 г.

Çивĕ хĕл кунĕсем вĕçленчĕç ĕнтĕ. Умра çурхи илемлĕ те ӑшӑ кунĕсем пуçланчĕç. Куракансене çурхи ӑшӑ кӑмӑл парнелес тесе, Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташĕ ушкӑнĕ Юськассинчи культура Çуртне мартӑн 2-мĕшĕнче пысӑк концертпа çитсе килчĕ. Капмар та илемлĕ те хӑтлӑ культура Çуртĕнче артистсене кунта вӑй хуракан ĕçченĕсем ӑшӑ кӑмӑлпа кĕтсе илчĕç. Сĕтел çине вĕри чейпе тутлӑ çимĕçсем хатĕрлесе хунӑ.

Асӑннӑ вӑхӑтра ял халӑхĕ культура Çуртне пуçтарӑнчĕ. Вĕсем чылаях мар пулин те, артистсене çав тери ӑшшӑн кĕтсе илчĕç. Уйрӑм, ушкӑнпа юрлакан юрӑçсене, ташлакансене, шÿт ӑстисене тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Концерт вĕçленсен, культура Çурчĕн ертÿçи Д.Ю.Смирнов артистсене пĕтĕм ял-йыш ячĕпе ӑшшӑн тав сӑмахĕ каларĕ. «Кун пек илемлĕ те интереслĕ концертпа кирек ӑçта пулсан та намӑс курмӑр», терĕ. «Сипет» халӑх театрĕн ертÿçи К.Ф.Ярухин та артистсене чун-чĕререн тухакан тав сӑмахĕ каларĕ. «Пирĕн халӑха çавӑн пек çурхи савӑнӑçлӑ каç йĕркелесе панишĕн çав тери савӑнтӑмӑр», терĕ.

Куракансем те ура çине тӑрса чылай вӑхӑт хушши алӑ çупса тав турĕç Москакасси артисчĕсене. Çакӑн пек концертсемпе татах килсе савӑнтарма ыйтрĕç.

Артистсемшĕн ку чи пысӑк çурхи уяв парни пулчĕ те ĕнтĕ.

Территориальный отдел "Москакасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Моргаушского муниципального округа Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика