Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Турханкасси ялĕнче - ял уявĕ.

08:11 22 августа 2022 г.

Пĕлĕш-тăвана, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан тĕп уявсенчен пĕри вăл - ял уявĕ. Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те кашни çынах хăйĕн пĕчĕк тăван çĕр-шывне яланах асра тытать. Ҫĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тĕпленнĕ ентешсем те тăван тăрăхшăн тунсăхлаççĕ. Çавăнпа вĕсемшĕн ял уявĕ - чи кĕтнĕ уяв. Иртнĕ шăмат кун Сĕнтĕрпуҫ ял тăрăхне кĕрекен Турханкасси ял çыннисем ял уявне паллă турĕç. Уяв яланхи пекех культура ҫурчĕн лапамĕнче иртрĕ. Ял çыннисем çак куна тӗплӗн хатӗрленчĕç. Ял халăхĕ пĕве хĕррисене, лавкка умĕнчи вырăна тасатса тирпейлерĕ. Кам çава, кам кĕреçе, кам сенĕк, кам кĕрепле йăтса тухрĕç. Урамсемпе кил умĕсене те тирпей-илем кÿчĕç. Ялти кашни кил умĕнче тенĕ пекех чечексем ешереççĕ, иртен-çÿрен куçне савăнтараççĕ.

    Тăван ял, тăван кĕтес… Унран хакли, лайăххи мĕн пултăр-ха тĕнчере? Эпир унта ÿссе çунат сарнă. Ĕçе хăнăхса çын шутне кĕнĕ. Урăх вырăнта ĕçлеме, пурăнма тÿр килсен те тăван ял пур пĕрех манăçа тухмасть: чĕрере, чи шалта сыхланса юлать. Нимĕн те калаймăн: тăван ял вăл - пĕртен-пĕрре. Таçта аякка кайсан тăван яла çĕкленÿллĕн, телейлĕн, кайăк пек çунатланса çитсе кĕретĕн. Тăван ялта ÿсекен мĕн пур йывăç сана тÿлеккĕн пăшăлтатса ырă сунать пек, чун-чĕре вара ăшă туйăмпа тулать.

    Савӑнӑҫлӑ мероприятие Сĕнтĕрпуҫ ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С.И.Николаев уçрĕ. Çавăн пекех ял халӑхне саламлама Сĕнтĕрвăрри районĕн  пуçлăхне В.В.Петров, район администрацийĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан С.В. Мастьянов, Чăваш наци конгресĕн «Чăваш  ялĕ» комитет ертӳҫи Э.К.Бахмисов, Сĕнтĕрвăрри районĕн «Сĕнтĕр Ен» ентешлĕхĕн председатĕлĕн заместителĕ Н.И. Ивановрайонти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем А.В. Афанасьевпа А.В.Краснов пулчĕҫ. Уявпа саламланӑ май маттур та хастар çынсене тав хучĕсемпе чысларĕҫ.

  Уяв, паллах, ташă-юрăпа илемлĕ. Шупашкар районĕнчи «Туслăх» фольклор ушкăнĕ, Хуракасси культура ҫурчĕн ҫумĕнчи «Туслăх» ушкăн, Шуршăл каччи К. Рыбаков хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç. Ялти культура çумĕнчи «Тӳнер» фольклор ушкăнĕпе ачасен «Огонек» ташă ушкăнĕ те хăйĕн пултарулăхĕсемпе паллаштарчĕҫ. Вĕсем ял халăхне юрă-кĕвĕ шăрантарса, ташă ташласа савăк кăмăл парнелерĕç.

   Лапамра ал-ӗҫӑстисен куравне йӗркелерĕç. Унта кашни урамри ал – ăстисен ĕҫĕсенпе паллашма май пулчĕ. Мăн асаттесемпе асаннесен ĕҫ хатĕрĕсене тытса курма, ĕҫлесе пăхма май туса панă.

Спорт ăмăртӑвӗсем тата тĕрлĕ вăйăсем  хӗрÿ иртрĕç. Чи маттуррисене парнесем парса хавхалантарчĕç.

Акă таврана шÿрпе шăрши те сарăлчĕ. Хӑнасемпе ял çыннисем пурте чӑваш шӳрпине ҫисе пӑхрĕç. Ăна ҫавӑнтах пысӑк хуранта пӗҫернӗ Э.Волковăпа Е. Иванова пурне те тутлă шÿрпепе хăналарĕç.

Уявра асра юлмалли савăк самантсем нумай пулчĕҫ.

 

Большешигаевский территориальный отдел Мариинско-Посадского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429585, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, д.Большое Шигаево, ул. Центральная, 4
Телефон: 8(83542) 36-2-35
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика