08:48 07 мая 2018 г.
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пĕтнĕренпе 73 çул çитет. Çĕнтерÿ кунĕ кашни çыншăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв. Шел те, çак хаяр вăрçăран чылайăшĕ киле таврăнайман, çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Вăрçă терт-нуши кашни килех çитнĕ: пĕрисен ашшĕ паттăрла вилнĕ, теприсен шăллĕ-пиччĕшĕ паттăрла пуç хунă, виççĕмĕшĕсен юратнă çынни хыпарсăр çухалнă…
Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕнче кашни ялтах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсене халалланă палăк пур. Ăна пăхса,тирпейлесе тăрасси – пирĕн кашнин тивĕçĕ. Акă çак кунсенче Кушкă ялĕнчи палăка штукатурка туса сăрăпа сăрларĕç. Çак ĕçе Эльвира Степанова, Антонина Егорова тата Галина Алексеева хастар хутшăнчĕç.
Большешатьминское сельское поселение Красноармейского района