09:28 28 ноября 2017 г.
Анат Тимĕрчкасси ял библиотекинче Тури Тимĕрчкасси ялĕнче пурăнакан Александра Филипповна Черновăна халалласа пултарулăх каçĕ иртрĕ.
Александра Филипповна шкул пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿ хулине культура училищине çул тытнă. Алла диплом илнĕ хыççăн тăван ялта клуб заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Мăшăрĕпе Михаил Ананьевичпа пилĕк ача çитĕнтернĕ.
1981-мĕш çулта Чăваш Республикин тава тивеçлĕ культура ĕсченĕ ята тивеçлĕ пулнă хастар ĕçчен. Вăхăт нумай иртмен Черновсен çемйи Волгоград облаçне куçса кайнă. Александра Филипповна унта та юратнă ĕçе пăрахман. Вăл «Хуторянка» ансамбль йеркеленĕ, «Зажигай» эстрада ушкăнне ертсе пынă, «Шалунишка» ушкăн йеркеленĕ.
Анчах инкек куçа курăнса килмест, пĕччен те килмест, теççĕ. Мăшăрĕпе, виçĕ ачипе ĕмĕрлĕхе сыв пулашма тивет ентешĕн. Ытла та пысăк çухату, ăна чăтса ирттерме пысак вай-хал кирлĕ.
Кăçал, 2017-мĕш çулта, Александра Филипповна тăван яла каялла пурăнма таврăнать. Вăл ялти библиотека çумĕнчи «Шанчăк» клубĕн ушкăнне çÿрет. Юратнă юрăсем вăй-хал параççĕ çирĕп, чăтăмлă, камăллă хĕрарăма.
Пултарулăх каçĕнче Александра Филипповна пухăннă халăха вырăссен, казаксен, чăвашсен юррисемпе савăнтарчĕ.
«Ан чирле, ан ватăл нихăçан,
пул хаваслă, камăллă ялан,
эс пурри пире савăнтарать,
пурăнма татах вăй- хал парать,
тав сана пуриншĕн чунтанах,
эсĕ хаклă кĕмĕл-ылтăнран,»- çак самахсемпе вĕçлерĕмĕр хамăр тĕл пулăва.
Тугаевский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий администрации Комсомольского муниципального округа