ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление главы сельского поселения Г.Ефремова с Новым годом и Рождеством Христовым

00:00 30 декабря 2011 г.

 

Хисеплĕ ентешсем!

 

Сисĕнмесĕрех тепĕр çул иртсе кайрĕ.  Çак вăхăтра çулталăк тăршшĕпе мĕн тунине пĕтĕмлететпĕр, умма çĕнĕ тĕллевсем лартатпăр.  Сахал мар курăмлă ĕçсем туса ирттертĕмĕр сирĕнпе пĕрле 2011 çулта. Пурне те сире çĕнĕ 2012 çул тата çывхарса килекен Христос çуралнă кун ячĕпе саламлатăп. Çĕнĕ çулта пире умра çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсем  кĕтеççĕ. Пурте пĕр шухăшлă пулса, пĕр тĕллевлĕн пурнăçласчĕ вĕсене. Кирек епле утăма та шухăшласа тăвасчĕ. Вара йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма та, çĕнĕ ÿсĕмсем тума та çăмăлрах пулĕ.Сывлăхăр сирĕн çирĕп пултăрччĕ. Утас çулăр утнăçемĕн уçăлсах пытăр, ĕçленĕçемĕн ĕçĕрсем ăнса пыччăр. Ĕмĕрĕр вăрăм пултăр. Çемьере яланах тату пурнăç хуçалантăр. Юрату, килĕшÿ, пĕр-пĕрне ăнланни пурăнма, ĕмĕт-шухăшăрсене пурнăçа кĕртме пулăшса пытăр, вăй-хал патăр. Инкек-синкек вара сирĕн çывăхăра та ан пытăр. Çĕнĕ 2012 çул пуриншĕн те телейлĕ çул пултăр.

 

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ                     Геннадий Ефремов

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика