09:22 18 августа 2022 г.
Юлашки çулсенче çум курăкĕ вăй илсе ашкăрса пырать. Çум курăкĕ ял хушшине тирпейсĕрлетет.
Урама тирпей-илем кÿртес тесе, Киров урамĕнче пурăнакансем, ĕç хатĕрĕсем илсе урама тухрĕç. Субботника Архиповсен, Михайловсен, Сергей Ивановăн, Бергеновсен çемйисем хастар хутшăнчĕç. Вĕсем çум курăкĕ ашкăракан вырăнсене çăлса тирпейлерĕç.
Ял ҫыннисене пурне те хӑйсен ҫурт-йӗрӗсем ҫывӑхӗнчи тата хӑйсен территорийӗнче курӑк ҫулма хастар хутшӑнма ыйтатпӑр.
Новочурашевское сельское поселение Ибресинского района