Хирпосинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "И.Я.Яковлев - ачасене"

11:25 29 сентября 2018 г.

     2018-мĕш çул – Иван Яковлевич Яковлев çулĕ. Вăл çуралнăранпа 170 çул çитрĕ. Çак пысăк уявпа çыхăнтарса Хирпуç ялĕн библиотекинче  «И.Я.Яковлев – ачасене» ятлă кĕнеке кунĕ иртрĕ. Кĕçĕн çулхи ачасене И. Я. Яковлев çырнă калавсемпе паллаштартăмăр. И. Я. Яковлев калавĕсем паянхи шкул ачисемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенче çамрăк ăрăва гуманизм тĕллевĕсене тĕпе хурса воспитани парас шухăш яр уççăн палăрать. Тĕслĕхрен, «Суеçĕ», «Кăлăх тавлашакансем» калавсем пĕр-пĕрне хисеплеме, çынра тĕрĕслĕхе аталантарма вĕрентеççĕ. «Чăлха çыхни», «Кахалпа юлхав» калавсенче вара ачасене ĕçе юратма, аслисене пулăшма хăнăхтарас тĕллев палăрать.  «Çухалнă укçа тупăнни» калавра вăрă ĕçĕнчен пăрăнмалли, чыса ачаран упрамалли çинчен каланă. «Йăлăнтарни» калав та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл çыннăнне хапсăнмалла мар тесе вĕрентет, таса чунлă пулма хистет.  И. Я. Яковлев калавĕсемпе паллашнă хыççăн ачасем пĕтĕмлетÿ тума пултарчĕç: хăшĕ лайăх, хăшĕ япăх, мĕн тĕрĕс, мĕн тĕрĕс мар.

      Калаçу хыççăн ачасем килĕшнĕ кĕнекесене киле вулама илчĕç. Библиотекăна час-часах çӳреме кăмăл пурри çинчен каларĕç.

 

Хирпосинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429235 Чувашская Республика, Вурнарский район, д.Хирпоси, ул.Советская, д.37
Телефон: 8(83537) 62-0-47
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика