13:27 11 мая 2022 г.
2022 ҫулхи ҫу уйăхӗн 9-мӗшӗнче Ярмушкари вăтам шкулта вĕренекенсем палăк умне парадпа утса ҫитрĕҫ. Салтак палăк умне чечек кăшăлĕсем хучӗҫ. 9 сехетре митинга ял тăрăхӗн пуҫлăхӗ Андрей Иванович Яковлев уҫрӗ. Ӗҫпе вăрҫă ветеранӗсене, хăнасене, ял ҫыннисене пурне те уяв кунӗ ячӗпе саламларӗ, уяв программипе паллаштарчӗ, вăрҫăра пуҫне хунă салтаксене асăнса пӗр минут шăп тăма ыйтрӗ, ветерансемпе пӗрле палăк умне чечек кăшăлĕ хучӗ.
Ярмушкари вăтам шкул директорĕ Георгий Геннадиевич Сорокин уяв ячĕпе саламларĕ, вĕренекенсене командăпа утса иртме ирĕк пачĕ.
Ветерансен Совет председателӗ Геннадий Илларионович Сорокин та уяв кунӗ ячӗпе саламларӗ, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурăнмалли ҫинчен асăнса хăварчӗ.
Концерт программине Ярмушка, Кушар-Юнтапа культура ҫурчĕ ҫумĕнче йĕркеленнĕ «Утмăлтурат», «Алтăр ҫăлтăр» ушкăн вăрҫă ҫинчен ҫырнă юрăсемпе уҫрĕ.
Уяв программинче вăрҫă ҫинчен юрăсем янăрарĕҫ. Сăвăсем вуларĕҫ. Шкул ачисем ташă ташларĕҫ. Куракансем вĕсене тăвăллăн алă ҫупса тав турĕҫ.
Спорта юратакансем йăлана кӗнӗ ăмăртăва хатӗрленчӗҫ. Палăртнă ҫулпа чупăва тухрӗҫ. Ҫамрăкраххисем Мăн Элмен – Ярмушка, аслăраххисем Ярмушка - Мăн Элмен – Ярмушка ялӗнчи палăксен умӗнчен старта тухрӗҫ. Спорт ăмăртăвне хутшăнакансем ҫулран - ҫулах йышланса, ҫамрăкланса пыраҫҫӗ.
Маттуррисем, хастаррисем Чăваш Республикинчи халăха спорта явăҫтаракан пӗрлешȳ «Гвардеец» членӗсен парнисене тивӗҫрӗҫ. Пурте пӗрле тăрса асăнмалăх сăн ȳкерттерчӗҫ.
Хаваслă юрă-кĕвĕ, илемлӗ вӗлкӗшекен терлӗ тӗслӗ ялавсем, тавралăхри тирпей-илем хăнасен кăмăлне кайрӗ.
Ермошкинский территориальный отдел Вурнарского муниципального округа