16:30 25 ноября 2019 г.
Анне кунĕ - çутăран та çутă, таса, чуна хумхантаракан уявсенчен пĕри, çав ытарми вăхăтра эпир ачасене пăхса çитĕнтерекен мĕнпур хĕрарăма чунтан хисеплесе ăшпиллĕн тав тăватпăр. Вĕсен ачаш аллисем кил вучахне типтерлĕн сыхласа упраççĕ, пепке тивĕçлĕн ỹссе çитĕнекен тата унăн тавракурăмĕ йĕркеленекен кил-çурта хăтлăх кỹреççĕ. Пирĕнтен кашнийĕншĕнех анне — пурнăçри чи хаклă çын. Вăл яланах пулăшма хатĕр шанчăклă тус та, çĕнĕ çитĕнỹсемпе çĕнтерỹсем тума хавхалантаракан пĕрремĕш вĕрентекен те.
Чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Патăръел районĕн Сăкăт культура çуртĕнче Аннесене халалланă савăнăçлă концерт иртрĕ.
Аннесене уяв ячĕпе Сăкăт тăрăхĕн ял пуçлăхĕ Леонид Чернов, Патăръел район пухăвĕн депутачĕ, Чăваш Республикин ял-хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Чернов тата Сăкăт ял депутачĕсен пухăвĕн ертÿçи Анатолий Пирогов саламларĕç.
Концерта Николай Толстов ертсе пыракан Сăкăт халăх хорĕ пуçларĕ. Вĕсем аннесене халалланă юрăсем шăрантарчĕç. Уявра шÿтлĕ сценкасем, сăвăсем, илемлĕ юрăсем, ташăсем пулчĕç. Ташăсене хатĕрлесе ертсе пыраканĕ Татьяна Толстова.
Куракансем концерта тулли кăмăлпа пăхрĕç, кашни номере тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.
«Красное Знамя» ял хуçалăх кооператив ертÿçине Петр Никифорова концерта иртерме пулăшу панăшăн тав сăмахĕ калатпăр.
Сугутское сельское поселение Батыревского района