Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ çул уявĕ

15:57 30 декабря 2019 г.

 

    Аслă Чементи ача садĕнче паян савăк кăмăл, йăл-йăл кулă, илемлĕ юрă хаваслăн янăрарĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Ара çĕнĕ çул çывхарса килет. Çавна май кунта воспитательсем ачасем валли савăнăçлă уяв йĕркелерĕç.      Вĕсем ирттернĕ ёлкăна кам кăна килме хапăл туман-ши? Унта паян вăрман тусĕсене, юмахри сăнарсене  курса савăнма май пулчĕ. Пурте хаваспах Çĕнĕ сул уявне васкаса çитнĕ. Кашнийĕшех сăвă-юрă вĕренсе килме хапăл тунă.     

   Уявра шкул директорĕ Н.Адидатова хăнасене, ачасене Çĕнĕ çулпа саламласа шăши çулне тулли кăмăлпа кĕтсе илсе ирттерсе яма сунчĕ. Унтан пурте пĕрле симĕс чăрăш тавра тăрса юрăсем юрларĕç, тăпăртатса ташăсем ташларĕç, вăйăсем вылярĕç. Çĕнĕ çулăн чи кĕтнĕ хăнисем, Хĕл Мучипе Юр Пике килсессĕн пĕр-пĕринпе ăмăртмалла сăвăсем каласа савăнтарчĕç. Хĕл хуçийĕ хитре сăмахĕсемшĕн, маттурришĕн кучченеçсем парса хавхалантарчĕ.    

   Уяв хаваслă та кăсăклă иртрĕ, пурне те савăк туйăм парнелерĕ.

Большечеменевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика