14:56 16 августа 2019 г.
Тĕнче шайĕнче палăрма пултарнă поэтăмăр, куçаруçă Геннадий Айхи çуралнăранпа 85 çул çитрĕ. Çавна май Аслă Чемен ял библиотекинче те тĕрлĕ куравсем калаçусем иртрĕç. Ял библиотекин вулаканĕсем Наци библиотеки йĕркеленĕ «Мир читает Айги» акцие те хутшăнчĕç. Чи малтанах Людмила Ежова библиотекарь Айхи пултарлăхĕпе кăсăкланакансене çыравçă пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Акцие ачасемпе пĕрлех аслисем те хастар хутшăнчĕç. Вулакансем «Çын мĕскершĕн çуралать», «Çул çÿревçĕ юрри», «Тупа», «Ытларах юратмаллаччĕ ман çав яла», «Анне», «Çын тата сцена», «Мĕскершĕн, мĕншĕн эсĕ сас хурасăр…» сăввисене суйласа илчĕç.
Большечеменевское сельское поселение Батыревского района