Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Тăван кил вучахĕ" кĕнеке презентацийĕ иртрĕ

16:47 21 марта 2018 г.

          Патăрьел районĕнчи Аслă Чементи вăтам шкулта Аслă Чемен ялĕнче çуралса ӱснĕ, халĕ Самар тăрăхĕнче пурăнакан, Александр Павлов-Сорчайкинăн (псевдонимĕ - Чăваш Сашши)  «Тăван кил вучахĕ» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Урăх вырăна куçса кайнăранпа çирĕм çула яхăн пулсан та ял çыннисемпе туслă çыхăну татăлман.

Чи малтанах ял администраци пуçлăхĕ Гаврил Медведев тата Николай Алешев кĕнеке кăларас шухăш еплерех çурални пирки аса илсе каласа пачĕç.

Светлана Петровна Никитина (Семенова) ялти вăтам шкулта пĕрле вĕреннĕ тус-юлташĕсен ячĕпе саламларĕ. Аннесене халалласа хăй шăрçаланă сăввипе паллаштарчĕ.

Владимир Фролов, шкулта вĕреннĕ вăхăта аса илчĕ, «Шăпам, итле» юрăпа халăх умне тухрĕ.

Сăвăç савăк та хаваслă ачалăхпа çамрăклăх вăхăтне ырăпа аса илет. Сăввисенче тăван ялшăн, ытарайми илемлĕ тăван кĕтесшĕн, тус-тăванĕсемшĕн тунсăхлани туйăнать. Кĕнеке ячĕ те «Тăван кил вучахĕ». Эпир хамăра пурнăç парнеленĕ атте-аннесен умĕнче çав тери пысăк парăмра. Ним шутламан çĕртен кӱрентерни те, аслă çынсем каланине вырăна хуман самантсем те пулнă пулĕ. Атте-анне пирĕнтен ырă çын тăвасшăн-çке. Çавăнпа та тен, Александр Павлов, чи малтан, çак темăна хускатнă. Кашни сăмах чунра шăранса чĕре витĕр тухнăран çамрăксене те аслисене те хай патне туртать. Атте-аннене, çуралнă тăрăха хисеплеме, таса та черчен юратăва упрама вĕрентет. Юрату пире тĕрлĕ шухăш-туйăм парнелет, çав вăхăтрах ырату та.

Чăваш Сашшин «Тăван çĕршыв», «Тупасчĕ ман пĕр ырă чун», «Тĕнче» сăввисене ялти вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекенсем Ирина Дубинина, Ангелина Ананьева, Настя Бахмисова вуларĕç. Зоя Алешевăпа Людмила Ежова вуланă «Çутă шанчăк. Лайăххи ыран пулать», «Атте сăмахĕ»  сăввисене тĕлпулăва килнисем ăшшăн йышăнчĕç, унăн пултарулахĕшĕн савăнчĕç, йывăр шăпишĕн хурланчĕç. Этемĕн сывă чухне пĕр-пĕринпе ырă пулмалла, пуршăн-çукшăн хирĕçни, кĕвĕçни килĕшÿсĕр пулни пирки асăнать. Александрпа мăшарĕ Елена Тури Чакăри культура çуртĕнче ĕçленине асра тытса ялти Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕ те юрăсемпе саламларĕ.

Тĕлпулăва чăваш эстрада юрăçисем Клара Осокина, Роза Беляева, Надежда Заводскова хутшăнчĕç. Çак каç юрăçсем Чăваш Сашшин сăввисемпе кĕвĕленĕ юррисене шăрантарчĕç, сăвăçпа çыхăну еплерех йĕркеленсе кайни пирки аса илчĕç. Юрăсене кĕвĕлеме Николай Алешев укçа-тенкĕ енчен пулăшнă.

Чăннипех те пурнăçăн хÿри пăрăнăç тесе ахальтен каламан пулĕ. Çыннăн пурнăçра темĕн те пулма пултарать, ыррипе усалли те юнашарах, теççĕ-çке, çапах та йывăр вăхăтра тус-тăвансем ăнланни, алă тăсни питĕ хаклă.

Чăваш Сашши сăввисене хăйĕн ятарлă страницине те вырнаçтарнă, çынсем паллашнă хыççăн хак параççĕ, чунран шăранса тухакан сăввисене татах та шăрçаласа халăх умне кăларма ыйтаççĕ. Унăн сăввисем Самар тата Чĕмпĕр тăрăхĕсенче чăвашла тухса тăракан «Урал сасси», «Канаш» хаçатсенче пичетленеççĕ. 2015 çултанпа вăл чăваш писателĕсен Союзĕн членĕ.

Александр Павлов 1965 çулта Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Амăшĕ Таисия ялти хисеплĕ çын пулнă. Вăл 40 çул ытла ялти больницăра сестра пулса ĕçленĕ. Ашшĕ колхозра вăй хунă. Ял çыннисем вĕсене ырăпа аса илеççĕ. Саша Аслă Чементи вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Вăл юрлама юратнă, кĕске шӱтсемпе сценкăсенче вылянă. Ачаранах, паллах, сăвăç-юрăç пулаймăн. Теприн вара çак туртăм çул иртнĕçем çеç вăй илет. Çакăн евĕр пултарулăх Сашăн пурнăçĕнче, йывăр чирленĕ хыçсăн ытларах палăрма пуçлать. Шел, 2011 çултанпа 6 çул хушши асапланать Саша çурăм шăмми чирĕпе. «Сывлăха укçалла илеймĕн», - тенĕ ваттисем. Вăй-хăват кунсерен чакса пынине те туять Саша, çапах та парăнмасть. Çĕнĕ шухăшсене хут çине куçарма алă вăйĕ çукран, компьютер умĕнче ларать, электронлă çырусем çырса çывăх çыннисемпе канашлать.

Сăвăç кĕнеке кăларма пулăшакансене Николай Алешева, Дмитрий Сюзюкина, Дмитрий Абрамова, Гаврил Медведева, Александр Вахмистрова тата тĕлпулăва хутшăннă юрăçсене тав тăвать.

Юлашкинчен Николай Алешев асăнмалăх ял тата шкул библиотекисене, сăвăçăн çывăх тăванĕсене, тус-юлташĕсене кĕнеке парнелерĕ. Çак кĕнекене çамрăкки те аслă çултисем те савăнăçлă вăхăтра та, йывăр чухне те алла илсе вулама пултарĕç.

Ял çыннисем Александр Павлова - Чăваш Сашшине сăвă çырас ăсталăха малалла аталантарса пыма сывлăх, çĕнĕ шухăшсем сунчĕç.

 

Большечеменевское сельское поселение Батыревского района

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика