15:26 02 октября 2017 г.
Октябрӗн 1-мӗшӗ – Ваттисен кунӗ. Йӑлана кӗнӗ пекех Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ялӗнче те уява чыслӑн паллӑ турӗҫ.
Уява уҫса пухăннисене Аслӑ Чемен ял администраци пуҫлăхӗ Гаврил Медведев, вӑтам шкул директорӗ Марина Медведева саламларӗç. Аслӑ ӑрурисене пурне те ҫирӗп сывлӑх, телей, ҫемьере килӗшÿ сунчӗç. Уявра аслă çулхи çынсене хисеплесе чылай ырӑ сӑмах янӑрарӗ. Ялти вăтам шкулӑн 2-8 класӗсенче вӗренекен ачасем асатте-асаннесемпе кукаҫи-кукамайсене савӑк юрӑ-ташӑсемпе савӑнтарчӗҫ.
Концерт хыççӑн пурте уява малалла шкул столовӑйӗнче тӑсрӗç. Çавра сӗтел хушшинче кашниех чуна пӑшӑрхантаракан ыйтӑва ҫӗклерӗ. Кунта вара ватăсем хăйсен çамрăклăхне те аса илчĕç, пĕр-пĕрин пурнăçĕпе кăсăкланчĕç.
Уява кирлӗ шайра ирттерсе яма шкул администрацийӗ тата уйрӑм предпринимательсем: Николай Пузайкин, Елена Ильина, Ольга Гладкова пулӑшрӗҫ.
Юлашкинчен ватӑсем пӗр-пӗринпе курса калаҫма май туса панӑшӑн уява йӗркелекенсене тав сӑмахӗ каларӗҫ.
Большечеменевское сельское поселение Батыревского района