25.10.2008ПУРНĂÇ ТЫТКĂЧИ

      

Ĕçлекен алă валли ĕç тупăнать тенĕ халăхра. Ахальтен мар тулли телейлĕ пулма пурнăçра пĕлтерĕшлĕ икĕ япала кирлĕ теççĕ: пĕри - çемье, тепри - ĕç вырăнĕ. Пĕрремĕшĕ Турă тивлечĕпе пулса пырать-и, тен, анчах иккĕмĕшĕшĕн вара, хуть мĕн калăр та, харпăр хăйĕн чылай вăй хума тивет.
       Анчах мĕн тăвăн, хăш-пĕр чухне пурнăçра лару-тăру урăхларах çаврăнса тухать. Чип-чиперех тăрăшса вăй хунă чухнех предприяти-организацире штата кĕскетнипе е вăл пачах хупăнса ларнипе ĕçсĕр тăрса юлма пулать. Ун пек чухне йывăр лару-тăруран тухма районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшăвĕсĕр çав тери йывăр. Шăпах çавнашкал шăпа пÿрнĕ çынсене хÿтлĕх кÿме, ĕçсĕрлĕх тыткăнне лекнисене унтан хăтăлса тухма, пурнăç илемне çĕнĕрен туймашкăн пулăшма йĕркеленĕ те ĕнтĕ вĕсене патшалăх.
       18 çул хушшинче пурнăç илемĕпе çĕнĕрен киленмешкĕн тытăнма, çухатнă шанчăка тепĕр хут тупма, ĕç вырăнĕллĕ пулма нумай çынна пулăшнă Канаш хулин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра кăна вĕсем Канашри - 1039 тата ялсенчи 797 гражданина ĕç вырăнĕ тупса панă.
       - Иртнĕ çултанпа Раççей Федерацийĕ халăха ĕçпе тивĕçтерессине хăйĕн объекчĕсенчи влаç органĕсене шанса пачĕ. Çавна май ĕçсĕр юлнă çынсене пулăшас енĕпе администраци регламенчĕн программипе ĕçлеме тытăнтăмăр, - терĕ ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Борис Семенов.
       Администраци регламĕнчĕн программин тĕп тĕллевĕ - ĕçсĕр юлнă çынна пулăшассине лайăхлатасси. Ăна пула вĕсен йышĕ чакать. Ку Канашри служба органĕн ĕç-хĕлĕнче те аван палăрать. Кунта регламентпа вăй хума тытăннăранпа çулталăк кăна иртнĕ, ăнăçу вара куç кĕретех: 2008 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, центрта черетре тăракансен йышĕнче хуларисем - 42, ялтисем 55 çын чакнă.
Паян ку енĕпе патшалăх пулăшăвĕ парассине пĕтĕмĕшле схемăна кĕртнĕ, документаци йĕркелес вăхăт нормативне палăртнă. Центрта черетре тăракан çын хăш специалистран пулăшу ыйтмаллине пĕлсе тăрать, хăйне кирлĕ пур информацие илет.
       Ĕç вырăнĕсĕр юлнисем черете тăнă чухне заявлени-анкета çыраççĕ. Çак йĕркене шăпах администраци регламенчĕн программипе вăй хума тытăннă вăхăтра пурнăçа кĕртнĕ. Вăл ĕç шыраканран нумайрах информаци илме, çав вăхăтрах хăйне те ытларах пулăшу пама май парать.
Ĕçпе тивĕçтерекен центрта администраци регламенчĕн программи ăнăçлă пурнăçланса пырать. Акă 9 уйăхра кăна кунта хулари - 7926, ялти 3643 çын пулăшу илнĕ.
       - Хальхи вăхăтра пирĕн патра Канашри - 279, ялти 177 гражданин черетре тăрать, - тет центр ертÿçи. Борис Алексеевич каланă тăрăх, вĕсен йышĕ чакать. Çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекенсем сĕнекен ваканси йышланса пырать. Мĕншĕн тесен Канаш хули аталанать, предприятисем аван ĕçлеççĕ, çурт-йĕр нумай лартаççĕ, рабочисем ытларах кирлĕ. Çапах центрта черетре тăракан ĕçсĕр çынсен йышĕ те пĕчĕк мар. Сăлтавĕ акă мĕнре: штата кĕскетнипе кунта килекен строитель, электрик, сварщик черете тăрсанах ĕç вырăнĕ тупма пултарать, ку професси çыннисем хулара питĕ кирлĕ. Анчах ĕç шыракансен хушшинче ытларахăшĕн квалификаци шайĕ пĕчĕк. Кунсăр пуçне черетре тăракан йышăн 13-шер проценчĕ инвалидсем тата ача амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсем. Тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕ пĕтернĕ, хальлĕхе ĕç стажĕ пухайман çамрăксем сахал мар. Шăпах вĕсемпе ăнăçлă ĕçлеме администраци регламенчĕ пулăшать. Акă инвалидсемпе ĕçлемелли программăпа килĕшÿллĕн вĕсем валли хăйсен вăй-халĕ çитекен, професси енĕпе хăнăху пур ĕç вырăнĕ тупса пама тăрăшаççĕ, хуралçа е вахтера кайма сĕнеççĕ. Паллах, ун пек чухне малтанлăха хушма хÿтлĕх кÿрес тĕллевпе вăхăтлăха пурте пурнăçлама пултаракан, специальноç тĕлĕшпе ятарлă хăнăху тата професси хатĕрлевĕ ыйтман, урăхла каласан общество ĕçне явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Илер-ха Канашра пурăнакан Вячеслав Никитинах. Вăл - III ушкăнри инвалид, кафере грузчикра вăй хунă, каярахпа ĕçсĕр юлнă, центра черете тăнă. Кунти специалистсем ăна Канашри “ВРЗ” Культура керменĕнче общество ĕçĕ тупса панă. Халĕ вăл унта слесарь-юсавçа яланлăха вырнаçнă. Валентина Моисеева та - инвалид. Хулари Культура керменĕнчи штата вырнаçма ăна шăпах малтан общество ĕçĕнче палăрни пулăшнă. Центрта черетре тăракана вăхăтлăха ĕçе яни организацире хăйĕн пултарулăхне кăтартма, кунти ĕç коллективĕнче тăрса юлма шанăç кÿрет. 2008 çулхи 9 уйăхра хулари - 12, ялти 9 инвалида общество ĕçĕпе тивĕçтернĕ.
       Çакна палăртни вырăнлă: ĕç вăйĕ ыйтнипе сĕнни хушшинче профессипе квалификаци разрячĕн шайлашăвĕ килĕшсе тăмаççĕ. Çавна май шыракана ĕç тупса парас тесен унăн квалификацине ÿстермелле е урăх професси алла илме пулăшмалла.
       Центр директорĕ Борис Семенов каласа панинчен çакă аван палăрать: кунта черетре тăракана иккĕмĕш професси, хальхи вăхăтра ытларах кирлине, суйласа илме пулăшассине тĕпе хураççĕ. Кăмăл тăвакансене центр шучĕпе тĕрлĕ курса вĕренме яраççĕ. Кăçал 9 уйăхра кăна çак меслетпе хулара - 91, ялта 84 çын професси ăсталăхне ÿстернĕ е иккĕмĕш специальноç илнĕ.
       Центрăн пархатарлă тепĕр пуçарăвĕ Канашри тата ялсенчи шкул ачисемпе ĕçлени. Вĕсене вĕренÿ заведенийĕсемпе килĕшÿ çырса каникул кунĕсенче е уроксем хыççăн пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе явăçтарать. Кăçал çакнашкал килĕшÿ Канаш хулинче - 51, ялсенче 47 тунă. Ачасем шкул участокĕсене, ял-хула территорийĕсене тирпей-илем кĕртессипе тăрăшнă, йывăç-тĕм лартнă, вăрçă тата ĕç ветеранĕсене пулăшнă. Вăхăтлăх ĕç программине хутшăнакансене - шкул ачи-и вăл е çитĕннĕ çын-и - пурне те укçа-тенкĕпе тивĕçтернĕ.
       Центрта Ĕç шыракансен клубне пуçарса яни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унта уйрăм çынпа тата ушкăнпа консультаци ирттереççĕ. Професси суйласа илес е ăна улăштарас кăмăллисене вара канаш-сĕнÿ параççĕ, психологи тĕлĕшпе тест, ĕç шырамалли меслетсемпе тренинг йĕркелеççĕ.
       Канашри центра 2008 çулхи 9 уйăхра федераци бюджетĕнчен çул çитмен ачасене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе - 433,8 пин, общество ĕçĕ йĕркелеме - 347,2 пин, хÿтлĕхсĕр граждансене вăхăтлăх ĕç тупма пулăшма 58,6 пин тенкĕ килнĕ.
       Канашри служба органĕн ертÿçисем центр çуртне тирпей-илем кĕртес, килсе çÿрекенсене хăтлă пултăр тесе чылай ĕç пурнăçланă. Информацин çĕнĕ 9 стендне йĕркеленĕ. Семинар ирттермелли залра кондиционер лартнă. Кунта çÿрекенсем тата унта вăй хуракансем валли меллĕ çĕнĕ сĕтел-пукан вырнаçтарнă. Инвалидсене центр çуртне кĕрсе тухма коляска çулĕ туса панă.
       Канаш хулин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн коллективĕ ĕç шыракана ăна тупма хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшать. Ахальтен мар вĕсен тĕллевĕ кашни çынпа тимлĕн ĕçлесси, кĕске вăхăтрах ĕçпе тивĕçтересси, информаци тĕрĕслĕхĕ, уçăмлăх.