17 января 2019 г.
Январӗн 18-19-мӗшӗсенче, Кăшарнире-Турă Шыва кӗнӗ кун Алманчă ялӗнчи Турă курăннине асанса лартнă /Богоявление/ чиркӳре уяв кӗллисем иртӗç. Праçник умӗн (сочельник) Патша сехечӗсене, Василий Великий святителӗн литургийӗпе чаплă каçхи кӗлӗ иртӗ, Кивӗ Халалран Турă шыва кӗресси пирки маларахах каласа хунине вулӗç.
19-мӗш числора вара Шăнкăртам шывӗ çинче вак касса, шыва светит туса шыва керӗç.
Яланах Турăпа çывăх пулар, ăна шанар, ӗненер. Ҫитес кунсенче вара кӗлӗсенче пулса, шыва кӗрсе хамăра тасалăх кÿресси пирки те манар мар.