Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » Тăван (чăваш) чĕлхепе литературăна вĕрентекенĕсене пĕлсе тăма!

18 января 2018 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри  2018 çулхи кăрлач  уйăхĕн 16-мĕшĕнче кăларнă 8-мĕш №-лĕ приказпа  килĕшÿллĕн 2018 çулхи кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕччен тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок 2018» регион шайĕнчи улттăмĕш фестивальне ирттерет.  Фестивале  Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен вĕренÿ организацийĕсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕсем хутшăнма пултараççĕ.

         Çак номинацисене палăртнă:

  1. Тăван (чăваш) чĕлхеллĕ вĕренÿ организацийĕсем

«Тăван (чăваш) чĕлхепе литература вулавĕн уçă урокĕ» (1-4 классем);

«Тăван (чăваш) чĕлхепе литературăн уçă урокĕ» (5-9 классем);

«Тăван (чăваш) литературăн уçă урокĕ» (10-11 классем).

  1. Вырăс чĕлхиллĕ вĕренÿ организацийĕсем

 «Тăван (чăваш) чĕлхен уçă урокĕ» (1-4 классем);

«Тăван (чăваш) чĕлхен уçă урокĕ» (5-9 классем);

«Чăваш литературин уçă урокĕ» (10-11 классем).

  1. Професси паракан вĕренÿ организацийĕсем (училище, колледж, техникум)

«Чăваш литературин уçă урокĕ».

Фестиваль положенийĕпе «Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен «Чăваш чĕлхипе литература. Уçă урок – 2018» регион шайĕнчи улттăмĕш фестивалĕ»баннерта паллашма пулать.

Пурне те фестивале хутшăнма йыхравлатпăр!

Йĕркелÿ комитечĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика