Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » 2017 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ регионсен наци культурин «Туслăх хĕлхемĕ» фестивальне хутшăнакансене кĕтет

14 апреля 2017 г.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2017 çулхи ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 9 сехет те 30 минутра Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕнче «Туслăх хĕлхемĕ» («Искорка дружбы») фестивалĕн регион тапхăрĕ иртет.

Фестивалĕн номинацийĕсем:

1)      ÿнер ăсталăхĕн «Шевле» конкурсĕ

2)      «Çăлтăрчăк» вăйă конкурс

Фестивалĕн «Çăлтăрчăк» вăйă-конкурсăн регион тапхăрне район е хула шайĕнче малти вырăна тухнă ачасем хутшăнаççĕ. Кашни ачан 5 станци иртмелле пулать:

1)      «Чĕлхе – халăх мулĕ» станци,

2)      «Çут çанталăка сыхласа çын хăйне сыхлать» станци,

3)      «Тăван кил ăшши – атте-анне ăшши» станци,

4)      «Илемлĕх тĕнчи» станци,

5)      «Пирĕн пултарулăх» станци.

«Шевле» конкурсăн регион шайĕнчи тапхăрне хутшăнакансен оргкомитет сĕннĕ темăпа 3 сехет хушшинче ÿкерчĕк ÿкермелле пулать. Кашни конкурсант ÿкерме кирлĕ хатĕр-хĕтĕре хăй илсе килет: акварель, гуашь, тушь, кăранташ е ыт., хут А-4 е А-3.

Пирĕн адрес:

Шупашкар, М. Горький проспекчĕ, 5-мĕш çурт,

216-мĕш пÿлĕм (наци вĕренĕвĕн центрĕ),

e-mail: chrio6@cap.ru

тел.: (8352)58-46-44

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика