Эта версия сайта устарела. Перейти на новый сайт >>>

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Объявления » 2017 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Тăван чĕлхепе литературăн вăрттăнлăхĕсем» интернет конкурс иртет

10 марта 2017 г.

Чăваш республикин вĕренÿ институчĕн филологи кафедри 2017 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Тăван чĕлхепе литературăн вăрттăнлăхĕсем» интернет конкурс ирттерет.

Интернет конкурса Чăваш Республикинче тата республика тулашĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен учительсем хутшăнаççĕ.

Интернет конкурса хутшăнас текенсен 2017 çулхи пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче 13 сехет те 30 минутра https://docs.google.com/forms/d/e/1FAIpQLSfghnPzD8w1c3Qby25xWQ3jQPIQ9GJn7TNVTE20XPH2eG8-Ag/viewform  адреспа кĕрсе регистрациленмелле те тÿрех конкурс ыйтăвĕсене хуравлама тытăнмалла.

Ыйтусене хуравлама  60 минут уйăрнă. Конкурс ыйтăвĕсене чăваш шрифчĕпе усă курса хуравлăр. Район (хула), шкул ячĕсене тĕслĕхре кăтартнă пек çырăр.

Интернет конкурс  укçалла иртет (КВИТАНЦИ).   Конкурса  хутшăнас текенсен  Раççей Сбербанкĕн кирек хăш уйрăмĕнче 300 тенкĕ тÿлемелле пулать.

Пурне те интернет конкурса хутшăнма йыхравлатпăр!

Конкурс положенийĕпе вĕренÿ институчĕн сайтĕнче паллашма пултаратăр: http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=121&id=2384641.

Йĕркелÿ комитечĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 скрипт счетчика посещений       

 

 

Система управления контентом
428001, г. Чебоксары, пр. М.Горького, 5. Режим работы: пн-пт 8.00-17.00
Телефон: (8352) 58-45-22
Факс: (8352) 58-45-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика